Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывă ĕнерен — паха сĕт

Сывă ĕнерен — паха сĕт

Районти фермăсенчи тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчи сăвакан ĕнесем час-часах маститпа чирленине асăрхама пулать.

Ун пек чухне сăвăм 10-30 процент таран чакать. Сĕтри соматика клеткисем ỹссе кайнине кура унăн пахалăхĕ те япăхланать. Çак сăлтава пула маститпа чирленĕ ĕнесене чылайăшне вăхăтсăр пăрахăçлама тивет.

Фермăсенчи ĕнесен 10-20 проценчĕ маститпа чирлесе ирттернине калаççĕ. Вăл мĕнрен пуçланать? Сăвакан аппаратпа пĕлсе усă курманни, ĕнесем çиллисене мăйракисемпе лектерсе суранлатни, ытла шăрăх çанталăкра çилĕ хĕвелпе пиçни, хĕллехи сивĕре шăнни, унсăр пуçне, силосра тата сенажра ытлашши йỹçек пулни, хĕл каçнă хыççăн выльăхсене тăрук ешĕл апат нумай çитерни, инфекци чирĕсене пуçаракан микробсем лекни те мастит чирне пуçарса яма пулăшать. Ĕнесене тĕрĕс мар апатлантарни, амалăх, вар-хырăмпа ура чирĕсем, пăруласан хыçне пăрахманни, нитратсемпе наркăмăшланни, вĕсене уçăлтарма илсе тухманни, селекци ĕçне кирлĕ шайра туса пыманни те чире малалла аталантарма пулăшать. Ученăйсем хальхи вăхăтра мастит ăруран-ăрăва куçса пынине те палăртнă.

Ку чир тĕрлĕрен тĕспе иртет. Серозлă мастит чухне ĕнен çиллин пайĕ ỹсет, хытать, ỹчĕ хĕрелсе тăрать, ыратать. Сăвăм майĕпе чакать, е ĕне пачах сĕт антарми пулать. Вăхăтра сиплесен шыçă 1-3 кунран чакать, сăвăм та таврăнать. Катараллă мастит чухне ĕне çиллинче чăмаккасем алла лекнине туйма пулать. Чăмаккасем чĕчĕ çулĕ, альвеолăсенче вырнаçнăран çилĕ хытă ыратать, сĕт шĕвелет, шывлă тухать. Фиброзлă мастит пулсан çилле лекме çук хытă ыратать, ỹт температури 40,5-41 градуса çитет. Ĕне уксахлать, çилĕ хытсах ларать, унтан нимĕн те тухмасть. Пỹрлĕ мастит — ỹт температури пысăк, ĕне апат çимест, çилĕрен çăра пỹр тухать. Геморрагиллĕ мастит пулсан сĕт юнлă тухать. Çакна уйрăмах ĕнесем пăруланă хыççăнах асăрхама пулать. Ĕне сĕт сахал антарать, вăл хĕрлĕ тĕслĕ тухать, çилĕ хытать.

Маститпа чирленĕ ĕнесене сиплесси ỹт температурине виçнинчен пуçланать. Ĕçе çакăнтан пуçлани чир хăш тапхăрта аталаннине, ăна мĕнле сиплемеллине палăртма май парать. Хальхи вăхăтра мастита тĕрĕслемелли тĕрлĕ препаратсем пур: мастидин, маст-тест, димастин, кенотест.

Чиртен ĕнене мĕнле сыватмалла? Ĕнене уйрăм тытмалла, унăн сĕтне сывă ĕнесен сĕчĕпе хутăштарма юрамасть. Çак тапхăрта ăна шыв, тăвар, çăнăх, чĕкĕнтĕр тата ытти сĕтеклĕ апатсене сахалрах çитермелле. Çапла туни çилĕ шыçăнса тăнине маларах чакарма пулăшать. Ĕне умĕнчен типĕ утă татăлмалла мар. Çилĕри наймакасене, хытса тăнине чакарас тесен ăна кашни 3-4 сехетрен сумалла. Çилле кашни кун 1-2 хутчен çăмăллăн сăтăрса çемçетмелле. Серозлă мастит чухне массажа аялтан, чĕчĕ тăрринчен çỹлелле сăтăрса тумалла, катараллă маститран сипленĕ чухне çỹлтен аялалла сăтăрса антармалла. Маститлă ĕнене сиплеме пуçличчен чирлĕ çилĕри сĕте лабораторире тĕрĕслеттермелле. Çакă витĕмлĕ антибиотикпа усă курма май парĕ.

Сиплеме пуçличчен ĕнен çиллине тĕплĕн çуса тасатмалла, алшăллипе типĕтмелле. Препаратсене çилĕ ăшне ăшăтса ямалла, эмел янă хыççăн çилле аялтан çỹлелле массаж тумалла, ихтиол, пихта, стрептоцид маçĕсемпе сĕрме юрать. Камфора спирчĕпе тата çăвĕпе, маçсемпе усă курнă чухне çилле ăшă япаласемпе çавăрса çыхмалла. Хальхи вăхăтра ĕнесене маститран сыватма тĕрлĕ препаратсемпе усă кураççĕ: мастимакс, мастивин, мастит форте, септогель, мастицид — вĕсене пурне те çилĕ ăшне ăшăтса ямалла.

Антибиотиксемпе сипленĕ тапхăрта ĕнесене венăран 40 процентлă глюкоза (200-300 мл.), 10 процентлă кальци хлоричĕ е борглюконат кальци (150-200 мл.), 10 процентлă норсульфазол (120-150 мл.) усă курсан сиплев тата витĕмлĕ пулмалла.

Л.ЛАРИОНОВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн ветеринари тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code