Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тупăш илесси малти вырăнта

Тупăш илесси малти вырăнта

«Прогресс» акционерсен хупă обществи районти чи пысăк хуçалăх шутланать. 5084 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан, ферма тулли ĕне выльăх, сысна (пурĕ 1738 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран сăвăнакан 615 ĕне, 5029 пуç сысна) усракан, унсăр пуçне, ăратлă ĕне выльăх, сысна ĕрчетессипе тата вĕсене сутассипе те ятарласа ĕçленине тĕпе хурас пулсан, ял хуçалăх предприятийĕ район экономикине тĕреклетессинче пысăк вырăн йышăнать. Акционерсен обществинчи уполномоченнăйсемпе пĕрле 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та çак шухăшсене палăртса каларĕ.

Отчетлă тапхăрта вырăнта туса илнĕ продукцисене сутса хуçалăх кассине 140 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. Таса тупăш 20 миллион та 743 пин тенкĕпе, рентабельлĕх 15 процентпа танлашнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан, таса тупăш пайĕ 408 пин тенкĕпе танлашнă.

OLYMPUS DIGITAL CAMERA

Районĕпе кашни çул пĕтĕмпе мĕн чухлĕ аш-какай, сĕт туса илнине тишкерес пулсан, çак кăтартусен пысăк пайĕ «Прогресс» АХО тỹпи пулнине çирĕплетсех калатпăр. Отчетлă тапхăрта та ял хуçалăх предприятийĕнче пурĕ 7570 центнер, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 149 центнер — районĕпе илсен чи нумай аш-какай туса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне лайăх шайра аталантарса пыракан — пахалăхлă продукци туса илекен тата ăна тивĕçлĕ хакпа сутма пултаракан ял хуçалăх предприятийĕсем çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕрен татăлмаççĕ. Çакна лайăх ăнланакан Петр Скворцов директорпа Юрий Чернов тĕп зоотехник, 2016 çулхипе танлаштарсан, сĕт туса илесси палăрмаллах чакни, паллах, тупăш илесси те сахалрах пулни пирки пăшăрханса сăмах хушнипе анчах çырлахмарĕç, çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе пурнăçлама палăртнă ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕç. Апла пулин те хуçалăхшăн сĕт туса илни чи усăлли пулнă, унăн рентабельлĕхĕ 35 процентпа танлашнă. Ăратлă ĕне выльăх, сысна ĕрчетнин усси те куç умĕнчех. Çак ĕçе тивĕçлĕ йĕркелесе пынăшăн ял хуçалăх предприятийĕ иртнĕ çул патшалăхран уйăрса панă 13 миллион тенкĕ укçа-тенкĕпе усă курма пултарнă.

Çумăрлă çанталăк условийĕ вырма ĕçĕсене пурнăçлама самаях чăрмантарчĕ пулин те ỹсен-тăран отраслĕнчи кăтартусемшĕн те савăнмалăх пур. 1861 гектар лаптăкра çитĕннĕ тыр-пула агротехника ыйтнă чи лайăх вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртнĕ. Пысăк тухăç алла илнĕ, вăл 1 гектар пуçне шутласан, 35,9 центнерпа танлашнă.

Пытармалли çук, хальхи вăхăтра аш-какайăн сутлăх хакĕ те тивĕçтерсех каймасть. Уйрăмах сысна ашĕ йỹнĕ — иртнĕ çул унăн 1 центнер хакĕ (чĕрĕ виçепе шутласан) 8716 тенке анчах ларнă. Тивĕçлĕ виçене çитернĕ самăртма хупнă ушкăнри сыснана, ăна тата ытларах вăхăт усранинчен нимĕн усси те çук, тăкакĕ çеç ытларах пуласса пĕлсе, нумай чухне вĕсене пысăк ушкăнпа — вуншар пуç сутма тивет. Ỹссе çитнĕ сыснасене ирĕксĕртен ăсатма тăрăшнине лайăх ăнланакан туянаканпа хак пирки сăмахласа ывăнсах çитнĕрен, ял хуçалăх предприятийĕнче выльăхсене вырăнта пусса тирпейлекен цех хута яма палăртаççĕ. Петр Скворцов директор пухура çакăн пирки çирĕп сăмах пуçарчĕ. Ку шухăш район администрацийĕн пуçлăхне те килĕшрĕ. Ку чухне сăмах «Прогресс» акционерсен хупă обществи ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарнипе пĕр вăхăтрах иртнĕ ырă вăхăтсенчен — чĕрĕк ĕмĕре яхăн каяллах туса илнĕ продукцие вырăнта ĕçлесе хатĕрлеме май паракан хушма цехсене пĕрин хыççăн тепĕрне тухăçлă ĕçлеттерме мехел çитерни çине куçрĕ.

— Ун чухне мĕн туни çав вăхăтшăн лайăх пулнă. Вырăнта туса илнĕ аш-какайпа тырăран экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсем туса кăларассипе ĕçлекен производствăна малалла аталантармалла, çĕнĕ мелсене ĕçе кĕртмелле, — тесе палăртрĕ Николай Миллин.

Пухура хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлакан ĕçченсен ушкăнне чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. Акционерсен обществин дирекцийĕпе профсозăн вырăнти комитечĕ уй-хир тата ферма ĕçченĕсене асăнмалăх-савăнмалăх Хисеп хучĕсемпе парнесем парса чыс турĕ пулсан, Патреккелти Геннадий Борисов ертсе пыракан халăх хорĕ вĕсене юрă-кĕвĕ парнелерĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕсенче: пухури самантсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code