Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ĕç тăвакан ырă çын

Ырă ĕç тăвакан ырă çын

теççĕ районта пурăнакансем Сергей Александрович Горшков уйрăм предприниматель пирки сăмах пуçарсан.

Мĕн ачаран спортпа туслашнă, çирĕп кăмăлĕпе теветкеллĕхне, ăс-тăнĕпе пултарулăхне кура хăйĕн ĕçне те çак çулсем тăршшĕпех ăнăçлă йĕркелесе пыракан çак çын районта, хăй çуралса ỹснĕ ялта — Аслă Елчĕкре тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе иртттерме нумай пулăшнине пурте лайăх пĕлеççĕ.

Сергей Горшков юлашки вăхăтра халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса пурнăçланă сăваплă та пархатарлă ĕçсенчен пĕри вăл — сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан çынсене хĕллехи вăхăтра йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма пулăшас тĕллевпе чупу трассине йĕркелеме, ку чухне пулакан тăкаксене саплаштарма хутшăнни, тесе палăртаççĕ ял çыннисем. Предприниматель нумаях пулмасть ялта пулса иртнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва йĕркелесе ирттерессинчен те пăрăнса юлман. Унта хутшăнакансене хавхалантарас тĕллевпе малти вырăнсене тухнисене чыслама хăй енчен парнесем уйăрса панă. Çынсем питех те кăмăллă юлнă…

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code