Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕнте вăй-хал тапса тăрать

Пирĕнте вăй-хал тапса тăрать

Хĕрарăм пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Ялта тĕпленни вара пушшех те йывăр ĕç пурнăçлать. Мĕн ĕлĕкрен килти хуçалăха хĕрарăм — анне, мăшăр тытса пынă. Хуçалăхри пур çăра та унăн аллинче, вăл хăçан тата мĕн кирлине пĕлет. Çитĕнекен ачасене те тĕрлĕ ĕçе вăлах хăнăхтарнă. Çулсем иртнĕ май çемьери хĕрарăм хăйĕн ĕçĕсене ывăлĕн мăшăрне, кинне, шанса панă.

Пуçаруллă та маттур, хастар хĕрарăмсем пурăнаççĕ пирĕн районта. Вĕсем паян ĕçри пысăк ăсталăхне тата яваплăхне шанчăклăн çирĕплетсе тĕрлĕ сферăра пуçарулăх кăтартаççĕ.

Районти хĕрарăмсен канашĕн президиумĕнче 15 хастар. Вĕсем тĕрлĕ профессиллĕ. Пурте хăйсен ĕçĕнче, общество пурнăçĕнче пуçаруллă. Кашни ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕсем те пурнăç таппипе тан утаççĕ. Пире пурне те пĕр тĕллев — ял хĕрарăмĕсен пурнăçне интереслĕрех тăвасси пĕрлештерсе тăрать. Ялсенчи библиотекăсемпе культура çурчĕсенче çемье, хĕрарăм клубĕсем ача амăшĕсене, çамрăк кинсене, кукамайсемпе асаннесене тĕрлĕ енĕпе илĕртеççĕ. Пушă вăхăтпа усă курса аннесемпе аппасем, йăмăксем чуна килĕшекен ĕçĕсемпе йăпанаççĕ: ал ĕçĕ тăваççĕ, çĕнĕ юрăсем вĕренеççĕ, çамрăк мăшăрсене çемье тилхепи тытса пырас тĕлĕшпе ырă сĕнỹ-канаш пама та ỹркенсе тăмаççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал вăл 15-мĕш хут иртет. Малтанах кашни çул, юлашки вăхăтра икĕ çулта пĕрре иртекен мероприятие хĕрарăмсен пысăк ушкăнĕ хутшăнать. Уйрăмах Курнавăш, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенчи, район администрацийĕнчи, районти тĕп больницăри пикесем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ.

Иртнĕ çул районта республикăри хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ «Наци тата культура йăли-йĕркисене амăшĕнчен — хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парса хăварасси» проектпа килĕшỹллĕн куçса çỹрекен курав ăнăçлă иртрĕ. Халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас ĕçре культура ĕçченĕсемпе вĕрентекенсен тỹпи те пысăк. Вĕсенчен чылайăшĕ ялсенчи хĕрарăмсен канашĕнче ĕçлеççĕ.

Районти хĕрарăмсен канашĕ амăшĕпе ашшĕн ят-сумне ỹстерессипе, çемьесене çирĕплетессипе, калăпăр, 50 çул е тата ытларах пĕрле пурăнакан çемьесене чысласси, çемье фестивалĕсене, конкурсĕсене ирттересси, ЗАГС пайĕпе пĕрле курăмлă ĕçлет. Этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ çутçанталăк умĕнчи тивĕçе пурнăçласа ача ытларах çуратма тĕв туни чăннипех савăнтарать. Кăмăл-сипет никĕсне тата çемьен йăлана кĕнĕ хаклăхне упраса хăварас енĕпе те сахал мар мероприяти, тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Е тата: ялти хĕрарăм ĕçе кайса килнипе кăна лăпланса лармасть-çке, унăн кил-çурчĕ хăтлă, территорийĕ тирпейлĕ те таса, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пултăр тесе те тимлет.

Хĕрарăмсем тĕрлĕ шайри суйлавсене хастар хутшăнаççĕ. Часах, мартăн 18-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун. Çавăнпа та районти 18 çул тултарнă кашни пике, мăшăр, амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ суйлава хутшăнасса шанатпăр.

Хĕрарăмсем хăйне евĕрлĕхĕпе çут тĕнчене тытса тăма пултаракан тĕреве йĕркелеççĕ. Вĕсенче вăй-хал тапса тăрать. Пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурнăçăмăра илемлĕрех, пуянрах, хăтлăрах тума тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем илĕртỹлĕхе, чун ăшшине, ырăлăха çухатмасăр юратнă амăшĕсем, шанчăклă мăшăрсем шутланаççĕ, тăван кил ăшшине упрама пĕлеççĕ. Уяв кунĕнче вĕсем — чи телейлисем.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе сире, туссем!

Е.МИХАЙЛОВА,
районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code