Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв малашлăхĕ суйлавçăсен аллинче

Çĕршыв малашлăхĕ суйлавçăсен аллинче

Мартăн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президентне суйлатпăр. Кăçалхи суйлав уйрăмлăхĕсем пирки Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый каласа парать.

— Ырă кун пултăр, Леонард Васильевич. Умра — çĕршывăн малашлăхĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ суйлав. Суйлав кунĕнче суйлав бюллетенĕсене парас йĕркепе паллаштарсамăр.

— Ырă кун. Чăн та, 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче çĕршыв малашлăхне татса паратпăр — Раççей Федерацийĕн Президентне суйлатпăр. Ку суйлавра суйлавçă суйлав участокне килсен алла 1 бюллетень илет. Саккунпа килĕшÿллĕн, суйлава 18 çул тултарнă гражданин хутшăнать. Районта суйлавçăсен списокне хатĕрлес ĕç вĕçленнĕ. Суйлав бюллетенĕсене суйлавçăсен йышне кĕртнĕ суйлавçăсене параççĕ, вĕсене илес тесен кашни çын паспорт е ăна улăштаракан ытти документ /çар службинче тăракан çыннăн удостоверенийĕ, шалти ĕçсен пайĕ палăртнă формăпа панă справка е урăх документ, моряк паспорчĕ, ют çĕршывра пурăнакан Раççей гражданинĕн паспорчĕ/ кăтартать.

Суйлав бюллетенĕсене илнĕ чух суйлава хутшăнакан çын суйлавçăсен списокĕнче паспортăн е маларах асăннă пĕр-пĕр документăн серине, номерне кăтартать, суйлав бюллетенĕсене илнине алă пусса çирĕплетет. Суйлавçă килĕшсен, унăн паспорчĕн е ытти документăн серипе номерне суйлавçăсен списокĕнче суйлав комиссийĕн членĕ те паллă тума пултарать, анчах та суйлавçăн хăйĕн алă пусса çирĕплетмелле.

— Енчен те çын ватă е чирлĕ пулсан, куçĕ курмасан вăл суйлав участокне килейменни паллă. Çапах та вăл суйлава хутшăнасшăн…

— Суйлавпа çыхăннă саккунсемпе килĕшÿллĕн, çакăнта уйрăм йĕркене палăртнă. Енчен те çын ватă е чирлĕ пулнă пирки алă пусаймасан, вăл ытти çынсенчен пулăшу ыйтма пултарать. Ун пек чухне пулăшакан суйлавçă списокра хăйĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, паспортăн е ытти документăн серине, номерне кăтартать, алă пусать. Кунта çакна шута илмелле: суйлав комиссийĕн членĕ, регистрациленнĕ кандидат, унăн представителĕ, шаннă çынни, сăнавçăсем ватă çынна пулăшма пултараймаççĕ. Паллах, хăй алă пусма пултарайман суйлавçăн çакăн пирки суйлав комиссине пĕлтермелле, пулăшу ыйтмалла.

Енчен те çын чирленине е ытти сăлтава пула мартăн 18-мĕшĕнче суйлав участокне сасăлама пыраймасть пулсан, çав кунхине 14 сехетрен кая юлмасăр суйлав комиссине телефонпа е çынсем урлă пĕлтермелле — сире киле пырса сасăлаттармалла.

— Тепĕр ыйту. Енчен те суйлавçă пĕр-пĕр сăлтава пула яланлăх пропискăра тăракан вырăнта суйлава хутшăнаймасть пулсан?

— Енчен те мартăн 18-мĕшĕнче суйлав вăхăтĕнче эсир яланлăх регистрациленнĕ вырăнта пулаймастăр пулсан ?вăхăтлăх урăх çĕрте пурăнатăр, командировкăна е ĕçлеме тухса кайнă/, çак кун сирĕн вăхăтлăх пурăнакан вырăнта сасăлама ирĕк пур. Çапла тăвас тесен гражданинăн мартăн 12-мĕшĕччен çывăхри территори суйлав комиссийĕнче, участокри суйлав комиссийĕнче, нумай функциллĕ центрта е патшалăхăн пĕрлехи порталĕ урлă заявлени çырмаллаччĕ /çакăн пирки эпир хаçатра тата ытти информаци çăлкуçĕсенче хыпарласах тăтăмăр/.

— Суйлавçăн суйлав бюллетенĕ илнĕ хыççăнхи утăмĕсем мĕнлерех?

— Суйлав бюллетенĕнче суйлавçăн хăй çĕршыв пуçлăхĕнче курас текен кандидатăн хушамачĕ хыçĕнчи тăваткалта мĕнле те пулсан паллă ?хĕрес, çаврашка, çекĕл/ тумалла. Пĕр бюллетеньре икĕ е ытларах паллă лартсан, е пĕр паллă та лартмасан çак бюллетене юрăхсăр тесе йышăнаççĕ. Кашни суйлавçă хăйĕншĕн анчах сасăлать, ытти суйлавçăшăн сасăлама ирĕк çук унăн.

— Сасăлав вăхăчĕ улшăнман-и?

— Суйлав вырăнти вăхăтпа ирхине 8 сехетрен пуçланса каçхине 20 сехетчен пырать. Хаклă юлташсем, суйлавçăсем! Мартăн 18-мĕшĕнче эсир пурте суйлава активлă хутшăнасса, тĕрĕс çул суйласа илессе эпир шансах тăратпăр. Енчен те суйлавпа çыхăннă ыйтусем пулсан эсир Елчĕк территори суйлав комиссине /район администрацийĕн иккĕмĕш хутĕнчи 4-мĕш, виççĕмĕш хутĕнчи 17-мĕш пÿлĕмĕсем/ пыма е 2-54-92, 2-58-05 номерлĕ телефонсемпе ыйтса пĕлме пултаратăр.

Елена ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code