Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватлăха парăнмасть

Ватлăха парăнмасть

Нумаях пулмасть районти ĕç ветеранĕ, спорт тусĕ Роберт Иванович Бобылев 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Хисеплĕ ватăна сума суса Елчĕкри Спорт çуртне сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансем пуçтарăнчĕç. Роберт Иванович районта сĕтел çи теннис спортне йĕркелесе, пуçарса яраканĕ пулнă.

Р.Бобылева халалласа йĕркеленĕ теннисла выляма юратакансен ăмăртăвĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Унăн вĕренекенĕсем районти спорт ăмăртăвĕсенче чемпион ятне те çĕнсе илнĕ. Ветеран хăй те, çулне пăхмасăр, теннис сĕтелĕ умне тăрать. Асăннă вăйă питĕ нумай хускану туса сывлăха çирĕплетме пулăшать.

Роберт Ивановичăн юбилей ăмăртăвĕнче Аслă Елчĕкри В.Орехов пĕрремĕш, Елчĕкри Н.Адюковпа П.Козлов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Блинов тăхăр теçеткене хыçа хăварнă спортсмена Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткине вуласа пачĕ, парне парса чыс турĕ.

Унтан Елчĕк ялĕн çамрăкĕсем спортсменсене сĕтел хушшине чĕнчĕç. Кафере спорт тусĕсем иртнĕ кунсене аса илчĕç, пĕр-пĕринпе кăмăллăн пуплерĕç. Р.Бобылев хăйĕн кун-çулне аса илчĕ. Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ хисеплĕ çыннăмăр Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пилĕк çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче службăра тăнă. Район хаçатĕнче, КПСС Елчĕк райкомĕнче, Елчĕкри шкулта ĕçленĕ. Унăн тÿрĕ кăмăллă та хастар ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем, медальсем йышлă.

Н.АДЮКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code