Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика кунне хатĕрленсе

Республика кунне хатĕрленсе

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Кăçал Республика кунне асăннă районта йĕркелеççĕ. Красноармейски районĕн инфратытăмне аталантарма муниципалитет 10 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. «Республика уйăрнă укçа-тенкĕне тăкаклассипе мĕн-пур конкурссене йĕркелесе ирттернĕ. Бюджет тухăçлăхĕ 167 млн тенкĕпе танлашнă. Вăл укçапа тротуарсем сарма, ачасем валли ятарлă вырăнсем хута яма плана кĕртсе хăварнă», — пĕлтернĕ А.Кузнецов.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Республика кунне районта йĕркелени муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма витĕм кÿрессине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code