Вторник, Июнь 25, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выртнă яш вĕри юн юхтарса

Выртнă яш вĕри юн юхтарса

Иван Васильевич Лотков ветеран-фронтовикпа куçа-куçăн шăкăлтатса ларнă е мĕнле те пулин ĕç пуçарса пурнăçланă çынсем Шăмалакра юлман та пулĕ. Ялтах çуралнă, унтах тĕпленнĕ икĕ ывăлĕ /йышлă çемьере саккăрăн таранчченех чиперех ÿссе çитĕннĕ ачасем/ — Сашăпа Володя та вăл нимĕç фашисчĕсене хирĕç еплерех кĕрешни çинчен документсемпе çирĕплетсе параймарĕç.

«Малтан тĕп килтен мунча пек пĕчĕк пÿрте, каярахпа ку чухнехи кирпĕч çурт лартнă май аттен çар кĕнеки те, награда хучĕсем те упранса юлман», — пĕлтерчĕ ултă теçетке пуçтарса пыракан Владимир Иванович. Ыйтăва ытларах уçăмлăх кĕртекенни ялти чи аслă ветерансенчен пĕри, ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, кăçал тăхăрвунна ярса пуснă Зинаида Капитоновна Денисова пулчĕ. Вăл ял хыпарĕсене кăна мар, хăйпе тантăшлă е аслăраххисене те лайăх пĕлет тата çирĕп асра тытать. Иван Малкайăн «Юн» сăввинчи çак йĕркисем куç умне хĕп-хĕрлĕн тухса тăнăн туйса илтĕм хама унăн сăмахĕсене итленĕ май: «Вĕçнĕ хаяррăн, нимрен хăрамасăр ÿт шыракан пульăсем шăхăрса. Аслă вăрман варринче хускалмасăр выртнă яш çын вĕри юн юхтарса».

— Çавăн пек те пулма пултарнă, — пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе çÿçенсе илсе калаçрĕ Зинаида Капитоновна. — Унăн пуçĕ витĕр… тăшман пули тухса кайнă тенине илтме тÿр килнĕччĕ вăрçă пĕтиччен пĕрер çул маларахах. Йывăр аманнă хыççăн мĕн вăхăт çапăçу хирĕнче выртнине татăклăн пĕлекен те пулман. Çитменнине, инкек нимĕç çĕрĕ çинче килсе тухнă. Вăл чĕрĕлессе, унран çын пуласса тухтăрсем те иккĕленнĕ. Юрать-ха, Германири госпитальсенче çулталăк çурă асапланса, сипленсе тăна кĕнĕ. Вăрçăран таврăнсан, йывăрпа пулсан та, хăй тĕллĕн çÿренине курсан пурте тĕлĕнеттĕмĕр: «Çиес çăкăру пулнă çав санăн, Иван!».

Йăрăс пÿллĕ те тĕреклĕ шăм-шаклă, шăнкăрти уçă саслă пулнă йĕкĕт. Янраттарса вăйă калама юратаканскер, хăй тавра Шăмалак каччи-хĕрĕсене кăна мар, кÿршĕ ялсенчи яш-кĕрĕме те вăйă картине пуçтарнă. Ăна салтака 1939 çулта ăсатнă. Хаяр вăрçа пула ултă çултан тин тăван яла таврăннă. Тĕлĕнтермĕше пула анчах сывă юлнăскер малтанах питĕ йывăррăн çÿренĕ, каярахпа колхоз ĕçне хутшăннă — хуралта тăнă. Яманчÿрел хĕрĕпе Пăлакипе пĕрлешнĕ хыççăн сакăр ача /пĕр хĕрпе çичĕ ывăл/ çитĕнтернĕ вĕсем. Шăпа икĕ ывăлне — Владимирпа Александра Германире хĕсметре пулма пÿрнĕ. Владимирăн аса илĕвĕ тăрăх, вĕсен амăшĕ тĕлĕнмелле çирĕп кăмăллă та ырă çын пулнă.

— Аçăр, Иван Васильевич, сирĕн асăрта мĕнлерех упранать;

— Унран çамрăкла юлнă эпĕ. Шкула кайнă-кайман кăна. Апла пулсан та вăл мана та, тетесене те: «Арçыннăн салтакра пулмаллах… Вăл — çĕршыв хуралçи», — тесе палăртсах тăратчĕ.

— Эсир Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕсенче пулни пире паллă. Мĕнпе асра юлчĕ вăл сирĕншĕн;

— Эпĕ шкулта вĕреннисĕр, колхозра ĕçленисĕр пуçне нимĕнех те курман темелле. Эпир мĕн пĕчĕкренех тăшман тесе шутланă ахаль нимĕçсем пирĕн пекех кăмăллă, ырă çынсем-мĕн. Питĕ культурăллă халăх. Хам çыхăну службинче пулнăран чаçсен хушшинчи хутшăнусене йĕркеленĕ чухне нимĕçсен мелĕ-меслечĕсене те шута илме тăрăшаттăмăр. Службăра çирĕп йĕркеллĕ, кăтартуллă пулнăшăн командовани тавне те пĕрре мар тивĕçрĕм.

Владимирпа Таня мăшăрĕ икĕ ача — ывăлпа хĕр — çитĕнтереççĕ. Мăнукĕсем те пур.

— Атте калани тĕрĕсе тухрĕ, çĕршывăн тивĕçлĕ хуралçи пулма пÿрчĕ шăпа, — калаçăва хутшăнать вăталăх ывăлĕ Александр. — Эпир, Чăваш Енри вун-вун каччă, Совет Çарĕсен Германири ушкăнне лекрĕмĕр. Мана, маларахах техникăпа çывăх пулнă чăваша, танк командирĕ таранчченех çĕклерĕç. Питĕ шел, атте йывăр аманнă тата сипленнĕ вырăнсенче пулса курма май килмерĕ. Çавăншăн паян та чĕре канлĕхлĕ мар.

Служба вĕçленсен Александр «Слава» хуçалăхра водительте ĕçлеме тытăннă. Каярахпа нумай çул фермăра тăрăшнă. Мария мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтернĕ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code