Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кивĕ техникăна — çĕнĕ «чун»

Кивĕ техникăна — çĕнĕ «чун»

Шупашкарти «Амазония» паркра Раççейри кивĕ авто- тата мототехника фестивалĕ иртнĕ. Унта пирĕн округран Патреккел ялĕнчи Алексей Миллин СМЗ С-ЗД (эс-три-дэ) автомашинăпа хутшăннă.

Фестивале килнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак автомашинăпа уйрăмах интересленнĕ май вăл хăйĕн ачалăхне аса илтернине палăртнă.

— Эпĕ пĕчĕк чухне çакăн евĕрлĕ автомашинăпа пирĕн яла Шупашкарта пурăнакан хамăр ял çынни килсе çỹретчĕ. Ача чухне ỹссен шăпах çавăн пек автомашина туянасси ĕмĕтре пулнă. Анчах çитĕннĕ май тата та урăх автомашинăсем тухрĕç, — тенĕ Олег Алексеевич кивĕ техникăна çĕнĕ «чун» кĕртнĕ хуçисене ырăпа палăртнă май.

Серпуховри автозавод вăрçă инваличĕсем валли туса кăларнă виçĕ кустăрмаллă автомобиле улăштарнă çак марка, ăна 1970 çулта асăннă хуларах кăларма пуçланă. Автомашинăн тăршшĕ 2825 мм, двигателĕн хăвачĕ 14 лаша вăйĕ. Ăна 33 çул каялла туса кăларнă.

Алексей автомашинăна 2019 çулта Чулхулара туяннине, унпа Шупашкарта, Хусанта, Ĕпхỹре тата ытти хуласенче иртекен фестивальсене хутшăннине пĕлтерет.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code