Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çынна пулăшмах килнĕ

Çынна пулăшмах килнĕ

Пулаççĕ вĕт çавăн пек çынсем — пĕтĕм чун-чĕрипе ĕçе парăннăскерсем. Вĕсенчен пĕри — Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕнчи медицина сестринче тăрăшакан Полина Михайловна Миронова.

Сăнĕпе те, чунĕпе те хитре Кỹлпуç хĕрĕ вăтам шкул пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Диплом илнĕ хыççăн пĕр хушă Шупашкарти ача садĕнче ĕçлет. Çĕнĕ Пăва каччипе Вячеслав Васильевич Мироновпа çемье йĕркелесен упăшкин ялне куçса килет çамрăк мăшăр. Малтанах ялти ача садĕнче тăрăшать кил хуçи хĕрарăмĕ. Каярах ăна ялти врач амбулаторине ĕçлеме куçма сĕнеççĕ. Ку сĕнĕве хапăлласах йышăнать хăйне çынна сиплес ĕçе халалланă Полина Михайловна — çапла кулленхи ĕçе кỹлĕннĕскер 33 çул хыçа юлнине те сисмест. Теприне пулăшас тесе пĕтĕм чун-чĕрипе ăнтăлать вăл: çĕрле-и, кану кунĕ-и — чĕннĕ çĕре мĕн пур ĕçне пăрахса, канлĕ ыйхине хĕрхенмесĕр чупать.

Килĕшỹре тата тату пурăнакан мăшăр 2 ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем иккĕшĕ те амăшĕн çулĕпе кайнă — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн Шупашкарти Республика больницинче Володя — хирург, Диана анестезиолог-реаниматолог пулса тăрăшаççĕ. Владимир малалла вĕренсе пĕлĕвне тата та аслăлатать. Çемьеллĕ вăл, ачаллă. Мироновсем ялта ырă ятлă, выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ, ачисене пулăшма тăрăшаççĕ.

— Мăшăрăм манăн ĕçе ăнланса хисепе хуни, пурнăçра тата ĕçре пулăшса пыни хавхалантарать, — тет кăмăллăн Полина.

Ĕçре — ăнăçу, çемьере лăпкăлăх та тату пурнăç пултăр, Полина Михайловна.

З.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code