Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спортра та маттур

Спортра та маттур

Районти шкулсенче, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче ĕçлекенсем вĕренÿпе воспитани процесне тивĕçтерÿллĕ йĕркелени, ăслăлăх конкурсĕсенче ăнăçлăхпа палăрни – хăнăхнă пулăм. Вĕсем хальхинче спорт площадкинче те пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç.

Юнкун «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче, Аслă Елчĕк, Патреккел, Таяпа Энтри шкулĕсенчи спорт залĕсенче хĕрарăмсен 9, арçынсен 6 команди хутшăннипе волейбол турнирĕ иртрĕ. Финалистсем вара тĕп спорт керменĕнче тупăшрĕç. Кашни тĕл пулу тĕрлĕрен кульминациллĕ самантсемпе пуян пулчĕ, уйрăм вăйăçăсен çивĕч тапăнăвĕпе хÿтĕленĕвĕ куракансене пушшех те тыткăнларĕ.

Хĕрÿ кĕрешÿре хĕрарăмсен ушкăнĕнче Елчĕкри вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Пĕлтĕрхи чемпионсем – район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн профсоюз членĕсем вĕсене 1:2 шутпа выляса ярса иккĕмĕш пулчĕç. Виççĕмĕшсем – Çĕнĕ Пăвасем. Курма килнисем арçынсен хушшинче малтанах «Улăп» ĕçченĕсене çĕнтерÿçĕсен йышĕнче курчĕç пулинех – питĕ харсăр та, анчах финалта директорсен командипе тĕл пулсан – «такăнчĕç». Вăйă шучĕ – 2:1. Вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем Владимир Малов /капитан/, Валерий Архипов, Александр Муллин, Николай Волков, Виктор Карчиков, Роберт Григорьев спорт аренинче те çитĕнÿ тума пулнине çирĕплетрĕç. Курнавăшсемпе Çĕнĕ Пăвасен пĕрлештернĕ команди 3-мĕш вырăнпа çырлахрĕ.

Вĕренÿ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ Сергей Скворцов çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хаклă парнесемпе чысланă май асăннă турнир шучĕ 40-рен иртнине те палăртрĕ. Апла тăк унăн малашлăхĕ иккĕленÿсĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code