Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 14-мĕшĕнче /вырсарникун/ Елчĕкри «пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа çуран чупакансен 41-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 10 сехетре пуçланать.

Çурхи кросс çавăн пекех Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн – СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен 81-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.

Ăмăртăва хутшăнакансем

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен командисем.

Ăмăрту программи

1 ушкăнра 2008 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 метра, 2 ушкăнра 2006-2007 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, 3 ушкăнра 2004-2005 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра, арçын ачасем 2000 метра, 4 ушкăнра 2001-2003 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра /ку ушкăнра та шкулта вĕренекенсем çеç ăмăртаççĕ/, 5 ушкăнра хĕрарăмсем 1000 метра, арçынсем 2000 метра, 6 ушкăнра 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем 500 метра, 40 çултан иртнĕ арçынсем 1000 метра чупаççĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 8 результат, вăтам шкул командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 12 результат, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ушкăнĕсен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен, ветерансен /пĕрер/ результачĕсем кĕреççĕ.

Чыслав

Мала тухнă шкулсен командисене куçса çÿрекен кубоксем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ спортсменсене «Елчĕк ен» хаçата 2019 çулхи 2-мĕш çур çулшăн /енчен те кашни дистанцие 4-шар атлетран кая мар хутшăнсан/ тÿлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсене тăратасси

Командăна, участниксене /хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула/, дистанцие палăртнă заявкăсене 9 сехет те 30 минутчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертÿçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

П О Л О Ж Е Н И Е

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code