Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлĕ ĕçшĕн

Тивĕçлĕ ĕçшĕн

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкра республикăра та, районта та тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.

Сăр чикки – чăваш халăх историйĕнчи асаплă, çав хушăрах мăнаçлă страница. Арçынсем вăрçă хирĕнче çапăçнă вăхăтра хĕрарăмсемпе ачасем выçлăха, сивве тата йывăрлăха пăхмасăр хÿтĕлев тăвас ĕçре пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Шăпах вĕсен ĕç паттăрлăхне куç умне кăларса тăратас тата упраса хăварас тĕллевпе тăрăшса ĕçлекенсене Чăваш Республики «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа – 80 çул» медальпе чыслать. Çак кунсенче ку наградăна Курнавăшри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ Евгения Корнилова тата Аслă Таяпари тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Галина Малова тивĕçнине палăртма кăмăллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code