Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чечексĕр кил-çуртра хăтлăх çук»

«Чечексĕр кил-çуртра хăтлăх çук»

сăмахсемпе кашни кил хуçи хĕрарăмĕ килĕшет.

Çеçке çуракан вун-вун чечеке ирĕксĕртен çунтарма тивни вара чуна ыраттарать. Ытла хитре-çке! Анчах çак илем кĕске вăхăтлăха кăна: сăтăрçăсем тапăннă чÿлмекри чечекĕн ĕмĕрĕ кĕске пулать. Ку кăна та мар, пÿлĕмри ытти чечексем çине те куçать куçа курăнман нăрă-кăпшанкă.

Чăваш Енре çулсерен çеçкесенче чечек трипсĕ текен сăтăрçа тупса палăртаççĕ. «Иртнĕ çул мартăн 8-мĕшĕ тĕлне мăшăрăма унăн юратнă чечекне — хризантема тĕмне парнелерĕм. Илемĕпе ытларах савăнтăр тесе чÿлмекрине туянтăм. Мăшăрăм халĕ те «тав тăвать». Пулчĕ «парне». Çулталăк хушшинче килти пур чечек те пуçне усрĕ, вĕсем майĕпен пĕтсе пычĕç», — тесе управление килнĕ арçын пăшăрханăвĕ ахальтен çуралман. Çак сăтăрçăран хăтăлма, чăн та, çăмăл мар. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем ытти чечеке тапăниччен ушкăнĕпех тĕп тума тивет.

Трипс ернĕ чечексен папкисем кĕске вăхăтра татăлса ÿкеççĕ, хăрма тытăнаççĕ. Трипс 250 тĕрлĕ ÿсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать. Ку чухне çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ те палăрмаллах чакать. Трипс хăрушă вирус чирĕсене саракан та. Вăл пирĕн тăрăха лартмалли материалпа: чÿлмекри ÿсен-тăранпа тата пахча çимĕçпе килет. Кăçал ку сăтăрçа Мускав облаçĕнчен илсе килнĕ цикламен ятлă чечекре асăрханă.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code