Воскресенье, Май 27, 2018
Главная > Публикации > Район рекорчĕсем

Район рекорчĕсем

Мухтавлă ентешĕмĕре, чăвашсен пĕрремĕш олимпиецне Ардалион Игнатьева асăнса çулсерен çăмăл атлетикăн тĕрлĕ тĕсĕпе район чемпионачĕ иртет.

Асăннă ăмăртусенчи рекордсене регистрацилессине нумай çул районти «Урожай» ирĕклĕ спорт обществине ертсе пынă Николай Мальков пуçланă. Вăл типтерлĕ упранă протоколсенчен çакă курăнать.

Патреккелте çуралнă Анатолий Миллин 100 метра 11,2 çеккунтра чупса тухнă — паян та район рекордсменĕ шутланать. Унăн 400 /49,2/, 800 /1,58/ метрлă дистанцисенчи вăхăтсене те никам та çĕнетеймен-ха. Анатолий 1985 çулта Пĕтĕм тĕнчери студентсен ăмăртăвĕнче 800 метра чупса чемпион тата тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăнă. 200 метра чупассипе Геннадий Елкин /Тÿскел/ палăрнă. Вăл кăтартнă вăхăт — 23,0 çеккунт.

Вăрăмрах дистанцисенче — 1500 метра /4,03/ Петр Самсонов /Лаш Таяпа/, 3000 метра /9,00/ Николай Григорьев /Ĕнел/ — рекордсем çирĕплетнĕ. Ку кăтартусем паян та «пĕр вырăнтах». Стайерсенчен Кавалти Юрий Федорова /5 км-15,20/, Исемпелти Иван Евтихеева /10 км-36,13/ палăртмалла.

Тĕнчен черченкĕ пайĕн çăмăл атлетикăри рекордлă тĕслĕхĕсене те асăнмасăр иртме çук. Олимпиада Солина /Хăвăлçырма/ 100, 200, 400 метрлă дистанцисенче чылай çул рекордсене «тытса» тăнă. Çĕнĕ Пăвари Ирина Школьникова 100 метра чупассипе унăн вăхăтне 13,4 çеккунта çитернĕ. Вăлах тăршшĕне сикессипе район рекордсменки: 4 метр та 78 сантиметр. Марина Агеева /Аслă Елчĕк/ 800 метра, Ольга Сергеева /Хăвăлçырма/ 1500 метра, Алина Векова /Çуткÿл/ 3000 метра ăмăртассипе çирĕплетнĕ тĕслĕхсем халĕ те ăмсанмалăх.

Çÿллĕшне сикессипе 1992 çулта Владимир Чернов /Çирĕклĕ Шăхаль/ тунă çитĕнĕве /1 метр та 85 сантиметр/ улăштаракан çук-ха. Курнавăшри Иван Смирнов тăватă çултан çак кăтартăва çирĕплетме пултарнăччĕ. Елчĕкри Владислав Киселев 49 çул каялла тăршшĕне 6 метр та 47 сантиметр сикме пултарнă. Кĕçĕн Таяпари Юрий Яковлев асăннă кăтарту çумне тата пĕр сантиметр «хушнă». Рекорд!

Ардалион Игнатьев ячĕпе иртекен чемпионатсенче çăмăл атлетикăн тĕрлĕ дисциплининче çавăн пекех А.Ахметзянов /Сăрьел/, А.Табаков, Н.Клементьева, А.Исаева /Энтепе/, А.Сусликов, А.Платонова /Курнавăш/, О.Алексеева /Кивĕ Эйпеç/ питĕ ăнăçлă ăмăртнă.

Николай АДЮКОВ,
спорт ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code