Суббота, Сентябрь 22, 2018
Главная > Публикации > Вĕсем яланах малта

Вĕсем яланах малта

«Победа» ОООра ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкра акса пĕтернĕ.

— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн уй-хирсенче пулса куриччен пĕр кун маларах — майăн 3-мĕшĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма тухрăмăр. Михаил Васильевич Исемпел ялĕнчи 6-мĕш уйра тăрăшакан Анатолий Сорокинпа Александр Кошелькова акана пысăк пахалăхпа ирттерме ăнăçу сунса механизаторсен аллисене хыттăн чăмăртани вĕсене тата тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнă пекех пулчĕ. Уй-хир хуçисен тивлетне кура тĕш тырă культурисене акас ĕçе чи кĕске вăхăтра вĕçлеме пултартăмăр, — терĕ Николай Головин директор.

Ĕçе пикеннине çын курчĕ, ăна вĕçленине никам та курмарĕ, тенĕ пекех пулчĕ çакă. Çĕнĕ йышши хăватлă комплекслă сеялкăпа /К-744Р2 йышши тракторпа Агратор 8500/ усă курни те ака ĕçĕсене хăвăрт тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама май панă.

…Тăпрара нÿрĕк çителĕклех пулнăран, чи малтан акса хăварнă 85 гектар лаптăкри — Исемпелĕнчи 6-мĕш уйри «Ульяновская-100» тулă тата «Дударь» пăрçа шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ…

Пĕр çул ÿсекен курăксене 230 гектар çинче акса хăварнă. Кĕр тыррисем лайăх хĕл каçни те шанăç парать.

Ял çыннин самантлăха та канлĕх çук. Механизаторсемпе ыранах куккурус акма тухасси çинчен калаçса татăлнă. Унăн лаптăкĕ 65 гектар пулмалла.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: «Победа» ООО директорĕн çумĕ Александр Головин Александр Игнатьев сеяльщикпа тата Анатолий Сорокин механизаторпа ?сылтăмран сулахаялла/ ĕç вырăнĕнче тĕл пулнă самант.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code