Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ака ĕçĕсемпе паллашнă

Ака ĕçĕсемпе паллашнă

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Петр Тремасовпа пĕрле Тăрăм, Курнавăш тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсене кĕрекен «Рассвет», «Сатурн» ЯХПК, «Нива» агрофирма» тата «Эмметево» ОООсенчи уй-хирсенчи ĕçсемпе паллашнă, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тунă.

«Рассвет», «Сатурн» ЯХПКри механизаторсем район администрацийĕн пуçлăхне майăн 15-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерме сăмах панине ĕçпе çирĕплетнĕ.

«Нива» агрофирма» ОООра тĕш тырă культурисене акнипе пĕр вăхăтрах çĕр улми лартма та тухнă. Сăмах май, «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ районĕпе илсен пурĕ 641 гектар пулмалла, çак вăхăт тĕлне ăна 206 гектар лартса хăварнă.

…Аслă Елчĕкри Владимир Чернов тата Чăваш Тăрăмĕнчи Валерий Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те ака ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма пултарнă.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин «Рассвет» хуçалăх хирĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code