Среда, 13 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Йыша ÿстерессишĕн

Йыша ÿстерессишĕн

Паянхи библиотекаре сăнлакан пахалăхсем — çынпа хутшăнма пĕлни, тарăн пĕлÿ, кăмăллăх. Библиотекарь умĕнче тăракан тĕп тĕллев — кĕнеке çуртне килекенсене хăтлăх туса парасси, пĕрре килсе курнă вулаканăн малашне тата та кунта килес туйăмне аталантарасси.

Паянхи библиотекарь вăхăтпа пĕр тан утма ăнтăлать, çавна май кĕнекесене халăх хушшинче сарас, вулакансен йышне ÿстерес ĕçре çĕнĕлĕх мелĕсемпе анлăн усă курать. Эпир кулленхи ĕçре «Манăн Елчĕк ен», «Вула, Елчĕк ен», «Библиотекăн чикки çук», «Çĕр чăмăрне — пурнăç» проектсемпе, программăсемпе усă курса тăрăшатпăр. Халăха, уйрăмах çамрăксене, кĕнеке патне туртăнас туйăма аталантарас тесе тĕрлĕрен массăллă мероприятисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Куравсемпе çĕнĕ кĕнекесен хаклавĕсем, литературăллă каçсемпе портрет-каçсем, вулав конференцийĕсем, çавра сĕтелсем, информаци кунĕсем, йăла-йĕркене упракан вайăсем вулакансене кĕнеке вуланисĕр пуçне ытти тĕрлĕ хатĕрсем урлă информаципе паллашма, хăйсене интереслентерекен хыпарсене пĕлме май пулнине кăтартаççĕ. Çакă ĕçре витĕмлĕ пулăшу кÿрет. Наци библиотеки йĕркеленĕ «Литература çул çÿревĕ» проект шайĕнче тĕп библиотекăра тата Курнавăш ял библиотекинче чăваш писателĕсемпе — Ангелина Павловскаяпа, Зоя Поляковăпа /Сывлăмпи/ тата «Ырă Хыпар» православи журналĕн тĕп редакторĕпе Вера Савельевăпа ирттернĕ ăшă тĕл пулусем вулакансен чĕринче чăннипех те ырă та паллă йĕр хăварчĕç.

Елчĕк районĕ 90 çул тултарнине халалланă «Возвращение к истокам, Страницы истории деревни Апанасово-Темяши» кĕнеке презентацийĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Мероприятие авторĕ Сергей Егоров хутшăнни уйрăмах илем кÿчĕ. Çавăн пекех «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнăранпа 10 çул çитнине халалланă Петр Сидоров хатĕрленĕ «Спорт, события и судьбы. Краткая спортивная энциклопедия Яльчикского района Чувашской Республики» кĕнеке презентацийĕ вулакансен асĕнче чылайлăха тăрса юлĕ.

Ватă çынсен, ĕç ветеранĕсемпе вăй-хал тĕлĕшĕнчен хавшакрах çынсен канăвне йĕркелессине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. «Шурă туя», «Çут çанталăк тата çын» клуба çÿрекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Мероприятисене социаллă партнерсем хутшăннăран вĕсем хăйсене канăç паман ыйтусем çине çийĕнчех хуравсем илни савăнтарать.

Районти 8 библиотекăра «пĕр чÿрече» йĕркипе ял халăхне патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсемпе туллин усă курма май параççĕ. Çавăн пекех право информацийĕн центрĕ халăха справкăсемпе тивĕçтересси библиотекăн информаци ресурсĕсене уçса парассипе, йывăртарах ыйтусене татса парассипе ĕçлесе пырать. Юлашки улшăнусемпе, çĕнĕлĕхсемпе «КонсультантПлюс», «Гарант» тытăмсем урлă паллашма пулать. Кашни библиотекăрах компьютера вĕрентес тĕллевпе клубсем ĕçлеççĕ.

Ыран — Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ. Уявпа саламласа ĕçтешсене, ветерансене, вулакансене, социаллă партнерсене ырлăх-сывлăх сунатпăр.

А.ПЕТРОВА,
районти тĕп библиотекăн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Егоровăн кĕнекин хаклавĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code