Пятница, Февраль 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнекере — шкул историйĕ

Кĕнекере — шкул историйĕ

Аллăмра нумай пулмасть кун çути курнă «Янтиковской школе -130 лет» кĕнеке. Ăна Аслă Пăла Тимешĕнчи шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Владимир Михайлович Плотников истори учителĕ калăпласа пичете хатĕрленĕ.

Кĕнеке 2018 çулхи çу уйăхĕнче Шупашкарти «Новое время» издательствăра пичетленсе тухнă. Вăл хăйĕн илемлĕхĕпе илĕртнине тÿрех палăртмалла. Содержани тĕлĕшĕнчен те пуян вăл, архиври тата хальхи сăн ÿкерчĕксемпе паллашма та интереслĕ. Пĕрремĕш страницăран пуçласах Аслă Пăла Тимеш шкулĕн тĕрлĕ енлĕ историне тарăн çутатнă. Кунтах ял хăçан пуçланса кайни, унăн тĕрлĕ тапхăрти аталанăвĕ, паллă çынсем, халăх ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем пирки кăсăклă çырса кăтартнă. Малтанах, XVII ĕмĕр варринче, Тăвай ялĕнчен куçса килнĕ темиçе çемье çавăрнă пĕчĕк ялта шкул пирки сĕмленмен те. XIX ĕмĕрте ялта чиркÿпе прихут шкулне уçаççĕ, вара вăл халăхшăн чăн-чăн культура вучахĕ пулса тăрать. А.Ф.Белков учитель тăрăшнипе ял халăхĕ çутта тухма пуçлать. Малашнехи пурнăçра ялпа шкул пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине куратпăр: мирлĕ пурнăçра та, вăрçăсен çулĕсенче те, çĕршыври çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕнĕ чухне те.

Мана, çак шкулта иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ĕçлеме пуçланă учителе, шкулăн историйĕ питĕ кăсăклантарчĕ. Шкулта ирттернĕ тĕрлĕ мероприяти, хĕрÿ вĕренÿ ĕçĕ — кĕнекене вуланă май пурте куç умне тухса тăрать. Историпе, культурăпа, паянхи пурнăçăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленекен кашни çыннах «Янтиковской школе-130 лет» кĕнекепе паллашма сĕнес килет.

Вячеслав ПЕТРОВ,
учитель-пенсионер.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code