Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк енĕм

Елчĕк енĕм

Эсĕ, Елчĕк енĕм,
Пуринчен хитри.
Ман чунри кĕтесĕм,
Эсĕ — чăн ырри.

Çыннусем хастаррăн
Тăрăшаç хирте,
Паттăрсем маттуррăн
Чи малти ретре.

Сан çине пăхсассăн
Чунăм савăнать.
Эс ĕçчен пулсассăн
Вăйăм хушăнать.

Кашни çын кар тăтăр
Упрама яла.
Кашниех пултартăр
Уншăн вăй хума.

Кунран-кун янратăр
Иксĕлми сассу.
Çын çинче янратăр
Санăн ыр яту.

Т.МИХАЙЛОВА. Ĕнел.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code