Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 5 уйăхри кăтартăвĕсене — районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче тата уйрăм çынсем хăйсен хушма хуçалăхĕсенче çак тапхăрта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетме те вăхăт.

Пĕтĕм категорири хуçалăхсене илес пулсан, отчетлă тапхăрта чĕрĕ виçепе шутласан пурĕ 1183,4 тонна ?102 процент/, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 900,5 /109/, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче — 15,9, /120/, уйрăм хушма хуçалăхсенче — 267 /82/ аш-какай туса илнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕтĕмĕшле илсен, аш-какай туса илесси ÿснĕ пулин те, хăш-пĕринче, тĕслĕхрен, «Комбайн», «Труд», «Колос» ЯХПКсенче тата «Урожай» ОООра çак кăтартусем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чакнă.

Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 13788,5 тонна /100 процент/, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 6695,5 /95/, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче — 1105,4 /104/, уйрăм хушма хуçалăхсенче — 5987,6 /106/ сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, «Прогресс» АХОпа Ленин ячĕллĕ, «Труд» ЯХПКсенче тата «Яманчурино» ОООра сĕт туса илесси 355 тонна чакнă.

Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр ĕнерен 2304 килограмм, иртнĕ çулхинчен 46 килограмм каярах сĕт сунă. «Победа» ООО кăтартăвĕ чи пысăкки — 3454 килограмм. Кунта пĕр ĕне пуçне шутласан, иртнĕ çулхинчен те 271 килограмм ытларах сĕт сунă. «Эмметево» ООО кăтартăвĕ — иккĕмĕш — 3284 килогрампа танлашнă, «Рассвет» ЯХПКра пĕр ĕнерен — 2772 килограмм, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 199 килограмм ытларах сĕт сунă. «Труд» ЯХПКра вара, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕр ĕнерен 566 килограмм, «Прогресс» АХОра — 440, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 334, «Яманчурино» ОООра 181 килограмм сахалрах сĕт сунă.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче хальхи вăхăтра 10215 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран 3376 сăвăнакан ĕне, 7230 пуç сысна шутланса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code