Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн уйăрчĕ мăшăра?

Мĕн уйăрчĕ мăшăра?

Тĕрлĕ шухăш канăç памарĕ мăнтарăн хĕрарăма. Мăшăрĕ япалисене пуçтарса тухса кайни пĕр эрлентерчĕ, пĕр тĕлĕнтерчĕ ăна. 12 çул пĕрле пурăннă хыççăн çывăх çын çапла хăтланасси пуçра та пулман.

Ваньăпа шкулта вĕреннĕ вăхăтра паллашнăччĕ вĕсем. Çамрăк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт вăййисен финалне хутшăнма Лариса вĕренекен класс та тивĕç пулчĕ. Харсăр спортсменка кỹршĕ район каччипе шăп çакăнта паллашнăччĕ. Вăхăт шурĕ. Çак тĕл пулу пирки маннăччĕ те ĕнтĕ çамрăксем. Шкул хыççăн аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕме экзаменсем тытнă чухне шăпа тепĕр хут тĕл пултарчĕ вĕсене. Ваня университета физикăпа математика факультетне, Лариса экономика факультетне вĕренме кĕрес ĕмĕтлĕ иккен. Экзаменсене ăнăçлă тытса кĕçех çамрăксем студентсем пулса тăчĕç.

Маларах та мар, юлашки курсра вĕреннĕ вăхăтра пĕрне-пĕри сăнама пуçларĕç хĕрпе каччă. Вĕсем час-часах пĕрле кинона е театра, ташă каçне, çывăхри парка уçăлма çỹрерĕç. Вăхăт иртнĕ май туслăх юратăва куçрĕ. Диплом илнĕ кун Ваньăпа Лариса пĕрлешрĕç, унтан Ваня тăван ялнĕнчи шкула, Лариса кỹршĕ ялти пĕр предприятие бухгалтера ĕçлеме вырнаçрĕ.

Шăкăл-шăкăл пурăнакан çемьере туслăхпа юрату хуçаланчĕ. Ывăл хыççăн ывăл çуратса савăнтарчĕ Лариса мăшăрне. Пăхса ытарма çук, юмахри пек виçĕ пăхаттир. Ĕçленĕ укçа-тенкине пухса пырса, банк урлă кредит илсе çĕнĕ çурт çавăрса хучĕç Майоровсем. Пĕринче, черетлĕ вĕренỹ çулĕ вĕçленсен, çуллахи каникул вăхăтнче Ваня хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе юлташĕсемпе ют региона стройка ĕçне кайма кăмăл турĕ. Виçĕ уйăх киле таврăнми тăрмашнă хыççăн пысăк укçа-тенкĕпе пырса кĕчĕ арçын килне.

Çак «çул çỹрев» хыççăн шухăш-кăмăлне йăлтах улăштарчĕ арçын.

— Кашни кун иртен пуçласа каçчен ĕçлетĕн-ĕçлетĕн, укçи-тенки нимĕн чухлĕ те çук, ырă сăмах та илтеймĕн. Шкултан пăрахас пуль, Лариса. Малашне çапла «шабаша» çỹрес пуль, — пĕлтерчĕ вăл арăмне килтен аякра чух çирĕпленнĕ шухăшне.

— Академи отпускĕ илсе пĕрер çул ĕçлесе пăх-ха эппин. Тен, кредитпа та кĕске вăхăтра татăлма пулĕ, — хирĕçлемерĕ мăшăрĕ.

Кунĕпе ĕçре тăрмашать Лариса Мефодьевна, киле таврăнсан та ĕç нумай. Икĕ ĕне тытаççĕ, виçшер пăру ỹстереççĕ вĕсем çулсерен. Выльăхĕсене пăхма 4 сехетрех тăрать хĕрарăм, ачисем валли апат пĕçерме, пỹрт-çурта тирпейлеме те ĕлкĕрет. Ывăлĕсем ỹссе пыни, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама пулăшни савăнтарать-ха хĕрарăма. Ашшĕ юлашки вăхăтра «укçа-тенкĕ нумай пĕтнипе» сăлтавласа килне те час-час килсе çỹремест, шалуне карточка çине анчах куçарса парать. «Темшĕн килтен, килти ĕçрен писнĕн туйăнма пуçларĕ Ваня. Çăмăл пурнăçа хăнăхрĕ-ши?», — час-часах çак ыйтупа канăçсăрланчĕ Лариса.

Пĕринче пĕрле ĕçлекен хĕрарăм хăйĕн çуралнă кунне паллă тума ресторана чĕнчĕ Ларисăна. Çак каç тăванне саламлама кỹршĕ районтан килнĕ арçын çулăхрĕ хĕрарăм çумне, ташлама йыхравлать те йыхравлать. Пĕр икĕ çаврăм чăваш ташши ташланă хыççăн сĕтел хушшинчен урăх тăмарĕ Лариса Мефодьевна. Кайран, çула май пулнăран, килне унăн машинипе ларса кайма хирĕçлемерĕ. 

— Эсир мана питĕ килĕшрĕр. Тен, сирĕнпе малашне чунтан калаçса ларма тĕл пулма пулать? — шахвăртса ыйтрĕ арçын ăна çурчĕ умне антарса хăварас умĕн.

Ларисăн мăшăрĕ аякра ĕçлесе пурăнни пирки тăванĕнчен ыйтса пĕлме ĕлкĕрнĕ вăл.

— Мĕскер эсир?! Манăн мăшăр пур, 3 ача, — çиллессĕн хуравларĕ çак сăмахсене кĕтмен хĕрарăм. — Çула май лартса килнĕшĕн пысăк тав.

Ку пулăм хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ, пĕринче чỹречерен хыттăн шакканипе шарт! сиксе вăранса кайрĕ тарăн ыйха путнă хĕрарăм. Пахчара хаяр сăнлă мăшăрĕ тăнине курсан темшĕн шикленчĕ Лариса. Таврăнасси пирки систерменччĕ-çке. Аялти кĕпе вĕççĕнех алăк уçма тухрĕ вăл.

— Эп сана кăтартăп ресторанта ют арçынсемпе мĕнле янкăлтатмаллине. Эпĕ пур иртен пуçласа каçчен укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе хăшкăлатăп, вăл вара ют арçынсемпе çăмăл машинăсемпе ярăнса çỹрет, ман укçа çинче ыр курать! — сывлăх сунмасăрах пỹрте кĕрсе кайрĕ Ваня.

— Хытă ан калаç-ха, ачасем çывăраççĕ. Мĕнле арçынсем, мĕнле çăмăл машина? — нимĕн те ăнланмарĕ ун хыççăн пỹрте кĕнĕ арăмĕ.

— Халĕ эпĕ япаласене пуçатаратăп та тухса каятăп, пурăн хăвăн еркĕнỹсемпе.

— Ĕретлĕрех пул-ха. Мĕнле еркĕн пирки калаçатăн эсĕ? Усал иленнĕ-и сана? — аптăрарĕ Лариса.

Ниепле те ỹкĕте кĕмерĕ арçын, япалисене пуçтарчĕ те çĕр варринчен тăван килĕнчен тухса кайрĕ. Ун хыççăн картишне тухнă мăшăрĕ çăмăл машина сассине анчах илтсе юлчĕ.

«Кĕске вăхăтрах мĕн уйăрчĕ телейлĕ çемьене? Çыннăн элекĕ, вăрăм укçа, уйрăм пурăнăç е  урăх сăлтав». Çак ыйту çине нимĕнле хурав та тупаймарĕ Лариса…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code