Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тус-тăван пĕрле пуçтарăнсан юрлама та савăнма аван

Тус-тăван пĕрле пуçтарăнсан юрлама та савăнма аван

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркинче ĕмĕрсен хушшинче сыхланса юлнă Акатуй — çĕр ĕçченĕн сумлă уявĕн пĕлтерĕшĕ паянхи куншăн та калама çук пысăк.

Çуркуннехи ака ĕçĕсене республикăра кашни çул пуринчен малтан тата пысăк пахалăхпа вĕçлеме ĕлкĕрекен, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине ÿстерсе пыракан, çĕнĕ технологисемпе анлăн усă куракан Елчĕк районĕнче ĕçлесе пурăнакансем Акатуй уявне кăçалхипе 61-мĕш хут паллă турĕç. Черетлĕ ĕçпе юрă тата спорт уявне чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине, ырă ĕç тăвакансен /волонтерсен/ çулталăкне тата, паллах, июнĕн 12-мĕшĕнче çĕршыв шайĕнче паллă тăвакан Раççей кунне халалланă. Çакна уяв сценине капăрлатнă баннерсем, районти тĕп библиотека тата историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченĕсем, халăх промыслисен маçтăрĕсем, кашни ял тăрăхĕнчи шкулпа библиотека, «Хăна çурчĕсенче» йĕркеленĕ куравсем, концерт программинчи юрă-кĕвĕ те яр уççăнах çирĕплетсе пачĕç.

Ярмăрккă урамĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, ĕçре малта пыракансем савăк юрă-кĕвĕ çеммипе мăнаçлăн утса тĕп сцена умне çывхарчĕç. Акатуя курма пынисем вĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Уяв И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ «Чăвашсем, пĕрле пулар!» театрализациленĕ кÿртĕмрен пуçланчĕ. Волонтерсен ушкăнĕ — яшсемпе хĕрсем «Эпир мар пулсан тата кам пултăр!» флешмоба хутшăнчĕç. Театрализациленĕ кÿртĕме районти культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ пуянлатрĕ, чĕрĕлĕх кĕртрĕ.

Ĕç çыннине юратса тата хисеплесе уява килнисен умĕнче район пуçлăхĕ Ираида Васильева тухса калаçрĕ. Пурне те Акатуй ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. «2018 çулхи ака паттăрĕ» ята тивĕçнĕ «Яманчурино» ОООри Леонид Усанов, районти чи лайăх культура ĕçченĕ — Иван Шурбин тата чи лайăх спортсмен — Николай Алексеев Елчĕк районĕн Гимнĕн кĕввипе Акатуй ялавне хăпартнă хыççăн уяв савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн отчетлă тапхăрти — 5 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Уй-хир ĕçченĕсемпе фермăсенче тăрăшакансене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн чун-чĕререн тав тунине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев илсе çитерчĕ. Вăл Елчĕксене малашне те малти ретре пулма, район чысне çÿлте тытма ăнăçусем сунчĕ. Унран ырă хыпар та пĕлтĕмĕр. Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçланин кăтартăвĕсене республика шайĕнче пĕтĕмлетнĕ хыççăн Елчĕк районĕ тивĕçлипе пĕрремĕш вырăна йышăннине тата грант шучĕпе 12 миллион тенкĕ укçана илме тивĕçлĕ пулнине палăртнă. Унсăр пуçне, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн кăтартăвĕсемпе те Елчĕксем пĕрремĕш вырăнта, уншăн — 10 миллион тенкĕ преми.

Чăваш Ен аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хурса тимлекен районти ĕç çыннисене уяв ячĕпе ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Чăваш Республикинчи уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Юрий Поповпа Петр Краснов, Николай Курчаткин, Чăваш Республикинчи кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов тата ытти хăнасем саламларĕç.

 

Çынна ĕç илем кÿрет

Уявра ĕç паттăрĕсене чысласси тĕп вырăнта пулчĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕ-семпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче черетлĕ çур акире пурĕ 21770 гектар йышăнакан тĕш тырă культурисене агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн кĕске вăхăтра акса хăварнă. Чи лайăххисем: «Комбайн», «Рассвет» ЯХПКсем — ĕç ăмăртăвĕн куçса çÿрекен кубокĕсен хуçисем, «Сатурн» ЯХПКпа «АСК-Яльчики», «Нива» агрофирма» ОООсем, Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕ те — ака çĕнтерÿçисем. Экономика кăтартăвĕсемпе «Победа», «АСК-Яльчики», «Эмметево» ОООсем — малтисем. Çавăн пекех малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйрăм çынсемпе «Професси енĕпе чи лайăх ĕçчен» ята тивĕçнисене те пĕрин хыççăн тепĕрне уяв сцени çине чĕнсе чыслани чун-чĕрене сапăрлăх, савăнăç кÿчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн строительствăра тата автомобиль çулĕсене реконструкци тăвас ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «ДПМК «Яльчикское» ООО директорне Вячеслав Сядукова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ятпа чысларĕç. «Раççейри ял хуçалăх банкĕ» АОн регионри филиалĕн районти хушма офисĕн управляющийĕ Алексей Миллин, «Комбайн» ЯХПК председателĕ Гурий Федоров, Хăвăлçырма шкулĕнчи Зинаида Михеева вĕрентекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, «Победа» ОООри Николай Логинов механизаторпа «Клевер» ОООри Владимир Мясников инженер-механик Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, «Сатурн» ЯХПК механизаторĕ Радислав Квасов, «Комбайн» ЯХПКри Елена Павлова кладовщица, «Яманчурино» ОООри Юрий Рахмуллин тĕп инженер, «Рассвет» ЯХПКри Маргарита Сергеева ĕне сăвакан оператор шанса панă ĕçре тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, ял территорийĕсене медицина тĕлĕшпе аталантарассипе йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕшĕн районти тĕп больницăри Наталия Михайловская стоматолог тухтăр Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулчĕç. Акатуй уявĕнче савăнăçлă чыслав саманчĕ нумай пулчĕ. Районти тĕп больницăри медицина сестрине — Венера Черновăна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăхран укçа-тенкĕ уйăрса панине çирĕплетекен свидетельствине пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çирĕпленнĕ тепĕр награда — «Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пани. Хальхинче çак ят-сума педагогика ĕçĕн ветеранĕ, нумай çул Çуткÿл шкулĕнче директор пулса вăй хунă Николай Кириллов тивĕçрĕ. Лаш Таяпа ялĕнче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк авторне Валерий Бобкова, «Клевер» ООО механизаторне Сергей Краснова, «Яманчурино» ОООри Валерий Львов инженера, «Нива» ООО механизаторне Дмитрий Паймина, «АСК-Яльчики» ОООри Игорь Петров кассир-бухгалтера, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Маргарита Печкова ĕне сăвакан оператора, Ирина Чайкина хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçине, «Рассвет» ЯХПКри Алексей Чернов водителе район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, «Канашский» кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри уйрăмĕнчи Нина Галкина аслă оператора, Алина Мясникова чăх-чĕп пăхакана, Сăрьелĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн ертÿçине Гелусе Давлетшинăна район администрацийĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕç.

 

Хăна çурчĕсемпе лавккасем, куравсем йыхравларĕç

Ял тăрăхĕсемпе вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен вăйĕпе йĕркелекен хăна çурчĕсенче кашни çул сĕтел ури авăниччен ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. Ку чухне вĕсем хăйсен çуртне хисеплесе хăнана пырса çитекенсене чăваш наци апат-çимĕçĕпе, килти хăмларан вĕретсе хатĕрленĕ кăпăклă сăрапа сăйлассине тĕп вырăна хураççĕ. Кил хуçисенчен кашнийĕ тараватлă пулма тăрăшни сисĕнет.

Обществăлла апатлану тата промышленность таварĕсемпе суту-илÿ тăвакан лавккасем ирхине-ирех ĕçлеме тытăннă, вĕсем таçтан та килсе çитнĕ. Тĕтĕмленĕ аш-пăш шăрши те сăмсана кăтăклать, унпа суту-илÿ тăвакансем 20-25-ĕн те пулчĕç пулĕ.

Акатуй тăм шăхличĕ сассипе илемлĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра ăна сутакансем тата йышлăн пулнăран, ача шăхличĕ каланă сасăпа хăлха хупланса ларнă. Халĕ апла калаймастпăр пулин те тăм шăхличĕ маçтăрĕсем çав-çавах ача-пăчана савăнтарма кăмăл тупаççех. Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарта пурăнакан Александр Никитин ĕç ветеранĕ ку енĕпе чăн ăста. Килте ăсталанă çак тăм шăхличĕсене малтан вăл Акатуйра хăй сутнă. Каярахпа мăшăрне, хĕрĕпе мăнукне те çак ĕçе хăнăхтарнă. Кăçал кил хуçи Елчĕке çитме ĕрçеймен пулсан та вăл ăсталанă шăхличĕсене виçĕ сĕтел хушшинче сутрĕç.

Уявра яланхи пекех Кÿкеçри «Паха тĕрĕ» фирмăн тĕрлесе эрешленĕ чăвашсен тĕрлĕ çи-пуçне чылай çын туянчĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăларнă илемлĕ хуплашкаллă ача-пăча литературипе нумай çын кăсăкланса паллашрĕ, вĕсене туянас кăмăллă çынсене те куртăмăр.

Ача-пăчана савăнтармалли уявра тата нумай пулчĕ: батутсемпе аттракционсем, вĕсенчен нумайăшĕ пони — пĕчĕк лаша, ларса ярăнмалли тĕрлĕ хатĕр тавра хĕвĕшрĕ анчах.

Вырăнти «Кулибинсем» кашни çул хăйсем ăсталанă çĕнĕрен те çĕнĕ трактор-мотоблоксен куравне хапăлласа хутшăнаççĕ. Вĕсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Аслисене курса çамрăксем хавхаланаççĕ, çапла майпа вĕсем çак ĕçре хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне туптаççĕ. Акă, кăçал Елчĕк шкулне тăххăрмĕш класа вĕренме пыма хатĕрленекен Василий Тябуков, ашшĕ пулăшнипе, пĕчĕк трактор ăсталама пултарнă. Хăйĕнчен аслăрах çулхи «Кулибинпа» — Сергей Васильевпа юнашар вырнаçнăскер, хăюллă, патвар арçын ача пулни пĕрре пăхсах паллă пулчĕ.

 

Хаваслă кĕвĕ вĕçрĕ шăранса

Пуян концерт программи — Акатуй илемĕ. Культура ĕçченĕсенчен пĕрлештернĕ 80 çынран тăракан Иван Шурбин ертсе пыракан«Пăла хумĕ» хор юрлакан юрăри сăмахсем чĕре витĕр сăрхăнса Елчĕк çийĕн аякка-аякка саланчĕç. «Славься» юрă пĕр тыткăнларĕ, пĕр хумхантарчĕ.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халăх хорĕ — яланхиллех уяв илемĕ. «Тăван курки» темиçе пайран тăракан юрăпа ташă хайлавне куракансем уйрăмах хапăлласа йышăнчĕç. «Алмаккай» фольклор ушкăнне çÿрекен ачасем сценăна илем кÿчĕç. Арçынсен ушкăнĕ юрлакан «Выля, хуткупăс» юрра халăх пăхмасăр пĕлет, пĕрле шăрантарть.

Шупашкартан килнĕ Чăваш патшалăх филармонин «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕпе «Нота G» ташă ушкăнĕ, «Раздолица» казак халăх ансамблĕпе «Станица» ташă ушкăнĕ пултарулăхĕпе чăннипех те тыткăнларĕç вырăнти халăха тата уява хутшăннă хăнасене. Вĕсем сцена çинче юрлама тата ташлама пуçласан юрă-ташша кăмăллакансен ушкăнĕ тата та йышланчĕ. Ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсен çумĕнчи кашни коллектив илемлĕ юрă-ташă парнелерĕ куракана. Ушкăнсенчи артистсем нихçанхинчен йышлă пулнине, уяв программине тĕрлĕ тупăшу-конкурсра суйланă юрăсене анчах кĕртнине палăртрĕ Елчĕкри культурăпа кану центрĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕ Валентина Портнова. Вĕсен йышĕнчи артистсем пурте пултаруллă та хастар. Вырăскассинчи «Шанăç» халăх коллективĕ «Чăнах лайăх чĕн йĕвен», «Тăвансем — тăваттăн» юрăсемпе илемлетрĕç концерт программине. Ачасенчен йĕркеленнĕ «Жемчужины» çĕнĕ ансамбль, «Шевлесем» ташă ушкăнĕ /Аслă Елчĕк/ хăйне евĕрлĕхпе илĕртрĕç. Кăçал Лаш Таяпари «Сударушки» ансамбль концерта çĕнĕ варкăш кĕртрĕ. Диана Соснова шăрантарнă юрăсене те итлеме кăмăллă пулчĕ. Тÿскелти «Шуçăм», Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх», «Варкăш», Курнавăшри «Палан», Çирĕклĕ Шăхальти «Тарават», Лаш Таяпари «Тайпи», Тăрăмри «Алмантай», Кĕçĕн Таяпари «Соловушки», Аслă Таяпари «Тарават», Аслă Пăла Тимешри «Пăла» ушкăнсен кашни юрри-ташшине халăх хапăлласа йышăнчĕ.

Диана Адюкина, Маргарита Еникова, Блиновсен дуэчĕ /Аслă Таяпа/, Зевдет Салахутдинов /Сăрьел/, Степановсен дуэчĕ /Аслă Пăла Тимеш/ юррисем те куракана çывăх.

Концерт палăртнă вăхăтран ытларах та тăсăлчĕ. Юрий Кашкăр юрăç, Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи Валерий Архипов, Иван Шурбин, Марина Демьянова, Вера Панкратова, Сергей Баранов артистсем халăха чылайччен савăнтарчĕç.

 

Вăйă-кулă туртать хăй патне

Уяв программине халăх вăййисене кĕртнĕрен Акатуй çулсерен интереслĕ иртет. Тупăшусенче хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхас текенсем яланах йышлă. Пĕрене тăрăх утса çиппе çыхнă чăхха туртса илес вăййа ытларах шăпăрлансем кăмăллаççĕ. Ăмăрту пуçланиччен те, ун хыççăн та пĕрене пушă тăмарĕ. Ку тупăшура пĕлтĕрхи ачасемех палăрчĕç. Иртнĕ çул 2-мĕш вырăна çĕнсе Кирилл Ишмуратов кăçал мала тухрĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ Денис Иванов /иккĕшĕ те Елчĕк/ ун вырăнне йышăнчĕ. Аслă Пăла Тимеш ялĕнчен килнĕ Денис Иванов кăçал та виççĕмĕш пулчĕ.

150 килограмм таякан комбайн урапине кустарас енĕпе çыхăннă вăйăпа паллашма питĕ интереслĕ пулчĕ. Чылайăшĕ пырса хускатас тесе пăхрĕ те ăна — аякка пăрăнса тăчĕ.

— Пăхаттир пек вăй кирлĕ кăна, манран пулмасть, — терĕç хăшĕсем.

Кунта Анатри Тимешри Василий Демьянов пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Василий çак вăйăра иртнĕ çул та малти пулнăччĕ. Идутов Алексей — иккĕмĕш, Михаил Петров /Кипеç/ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

16 килограмлă кире пуканне хапха урлă ывăтса каçарас вăйă чылайăшне шиклентерчĕ. Ăна ывăтас меле уямасан вăл каялла хуçи çине ÿкес хăрушлăх пысăк. Ку тупăшура Çĕнĕ Пăвари Алексей Балашников /иртнĕ çул та çĕнтернĕччĕ/ малти пулчĕ. Пĕлтĕр иккĕмĕш вырăна йышăннă Вăрăмхăвари Алексей Максимов кăçал та иккĕмĕшех. Ĕнелти Александр Журавлев — 3-мĕш.

Турник çинче туртăнассипе Сергей Горшкова /Аслă Елчĕк/, Павел Архипова /Çĕнĕ Пăва/, Артем Александрова /Елчĕк/, тĕрлĕ упражненисем тăвассипе Михаил Горшкова, Сергей Горшкова, Павел Прокопьева /пурте Аслă Елчĕкрен/ çитекенни пулмарĕ.

Штангăна помост çинчен хăпартассинче малти вырăнсене Василий Демьянов /Анатри Тимеш/, Павел Портнов /Аслă Пăла Тимеш, Николай Траншкин /Таяпа Энтри/ тивĕçрĕç. Шалча тăрăх хăпарассинче Василий Гаврилов, Александр Кириллов /Тăрăм/, Дмитрий Иванов вăр-варлăхпа палăрчĕç.

Куракансене йышлă пуçтарнă тепĕр вăйă — автомашинăна вăхăтпа 20 метра çити сĕтĕрсе каясси. Кунта пурĕ 5 çын хутшăнчĕ. Çак вăйăра чи вăйли пулнине Ĕнелĕнчи Александр Журавлев çирĕплетсе пачĕ. Кÿршĕллĕ Пăва районĕнчи Тăхăрьял тăрăхĕнчи Элшел ялĕнчи Владислав Макаров кашни çулах хутшăнать ку ăмăртăва. Кăçал иккĕмĕш пулчĕ вăл. Патреккел ялĕнчи Михаил Клементьев вара виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ.

 

Спорт вăй-хал хушать

Акатуй программинчи спорт мероприятийĕсем шăматкун, çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче, пуçланчĕç. Ăна хĕрарăмсен волейбол вăййипе уçрĕç. Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, ултă команда тупăшрĕ. Çивĕч кĕрешÿре район администрацийĕн туслă команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул тата Курнавăш ял тăрăхĕн командисем.

Мини-футбол турнирĕнче те ултă команда вăй виçрĕ. Кунта çурхи кубока тивĕçнĕ командăнах — Лаш Таяпасене ăнчĕ. Вĕсем «Прогресс» командăран 4:2 шутпа выляса илчĕç. Кушкăсем — виççĕмĕш.

Чăваш наци кĕрешĕвĕ шкул ачисем хушшинче виçĕ ÿсĕм категорийĕнче 30 спортсмен хутшăннипе иртрĕ. Малтисем — Давид Крысов /Елчĕк/, Роман Иванов /Çĕнĕ Пăва/, Алексей Тябуков /Аслă Елчĕк/.

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче спорт ăмăртăвĕсемпе вăййисем малалла «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче тăсăлчĕç.

Кире пуканĕ йăтасси. Асăннă «тимĕр вăййи» районта ура çинче çирĕп тăрать тесен те йăнăш пулмасть. Пирĕн ентешсем çĕршыв, Европа, тĕнче шайĕсенчи турнирсенче те çитĕнÿсемпе чăвашсем çинчен уççăн пĕлтереççĕ. Пултаруллисене республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕ те çул уçса пырать. Унăн ертÿçи, СССР спорт мастерĕ, тĕнче чемпионĕ Ю.Карпов кăçал хăйĕн парнисене çĕнсе илессишĕн 15 çултан кĕçĕнреххисем хушшинче ăмăрту та йĕркелерĕ. Дарья Петрова /Тÿскел/, Мария Смирнова /Кавал/, Мария Хардова /Елчĕк/, Александр Константинов /Тăрăм/, Андрей Петров /Кипеç/, Алексей Александров /Кивĕ Эйпеç/ кăтартăвĕсемпе Юрий Михайлович питĕ кăмăллă пулчĕ.

Арçынсем яланхиллех 70 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçере тупăшрĕç. Кунта Дмитрий Курчинпа /Курнавăш/ Василий Кириллов /Лаш Таяпа/ пĕрремĕш, Анатолий Узюкинпа /Таяпа Энтри/ Дмитрий Енедеров /Тăрăм/ иккĕмĕш, Владимир Семеновпа /Кивĕ Эйпеç/ Андрей Данилов /Тÿскел/ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Андрей жонглер ăсталăхне кăтартса та çĕнтерчĕ. Хĕрсенчен пьедестал çине Çĕнĕ Пăвари икĕ Зайцева – Машăпа Мария тата Кипеçри Алиса Иванова хăпарчĕç. Ветерансенчен Аслă Елчĕкри Петр Петрушкин палăрчĕ. Çапла майпа хăйне хăй парне кÿчĕ — çак кун 64 çул тултарчĕ вăл.

Кире пуканçăсен эстафети те кăсăклă. Командăри 3 атлет черетпе виçшер минутра 24 кг икĕ пукана кăкăр çинчен тĕртмелле. Тÿскелпе Лаш Таяпасен пĕрлехи ушкăнĕ 160 хутчен пурнăçларĕ çак упражненине. Тăрăмсемпе Курнавăшсем призерсен йышне кĕчĕç.

Çăмăл атлетика. Эстафета чупăвне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен ушкăнĕнче икĕ хĕр ача тата икĕ арçын ача старта тухрĕ. Кашни участник 400 метра чупрĕ. Палăртма кăмăллă, Хăвăлçырмасем икĕ команда тăратма пултарнă. Иккĕшĕ те — малтисем! Андрей Карсаков физкультура учителĕн воспитанникĕсем халĕчченхи чылай ăмăртура та маххă паман. Таяпа Энтри шкулĕнче вĕренекенсен виççĕмĕш кăтартăвĕ те аван.

Вăтам шкулсен йышĕнче Елчĕкри вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Курнавăшсемпе Çирĕклĕ Шăхальсем. Ял тăрăхĕсен командисем финиша çак йĕркепе çитрĕç: Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрăм, Елчĕк.

Велочупу. Ăмăр çанталăк пулнипе-и — старта тухакансен шучĕ пĕчĕкрех пулчĕ. Анчах вăл ăмăрту çивĕчлĕхне пачах та чакармарĕ. Тупăшу пĕлтĕрхи «сценарипех» иртрĕ: пĕрремĕш вырăншăн кăçал та Аслă Елчĕкри Максим Афанасьевпа Çирĕклĕ Шăхальти Кирилл Петров кĕрешрĕç. Максим хальхинче те пьедестал çине çÿлерех вырнаçрĕ.

Лашасен чупăвĕ. Ипподромра халăх лăк тулли. Вĕсем çулталăк тапхăрĕнче урхамахсен илемлĕ те çĕкленÿллĕ ăмăртăвĕсĕр тунсăхлани куçкĕрет. Тиев турттарни е сĕрен яни — кашни лаша чун-кăмăла çĕнĕ варкăш кĕртрĕ.

Лаша урапи çине 1 тонна тиев хурса 800 метрта хăшĕ лайăх вăхăт кăтартĕ; Ку ыйтăва ăмăртăва хутшăннă ултă лавçă татса пачĕ. Чи ăнăçулли «Яманчурино» ОООран килнĕ Владимир Сергеев хăйĕн «Карина» учĕпе пулчĕ. Кăтартнă вăхăт — 1 минут та 31 çеккунт. Комсомольски районĕн хăни Александр Пыркин «Орликпа» /1,39/ иккĕмĕш пулчĕ. «Комбайн» хуçалăхри Николай Хасянов «Приток» /1,46/ лашапа виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ.

Юлан утпа сĕрен яма тăхăр янавар хутшăнчĕ. Çĕнĕ Эйпеçри Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчен килнĕ Петр Павлов тытса пыракан «Вульс» лаша 800 метрлă икĕ çаврăма чи малтан вĕçлерĕ — 1,51.

Кÿмеллĕ рысаксен ăмăртăвĕнче те тăхăр урхамах пулчĕ. 1600 метра чуптарса район администрацийĕн пуçлăхĕн тĕп парнине — тихана «Победа» ОООри Альберт Хамбиков тивĕçрĕ. Унăн «Синематографĕ» кăтартнă вăхăт 2 минут та 15 çеккунтпа танлашать. Çак хуçалăхри Ильсур Галимзянов «Лучидорпа» иккĕмĕш, Елчĕкри «Ритуал» предприятинчен килнĕ Владимир Федоров «Гип-гип-урра» утпа финиша виççĕмĕш çитрĕ.

Лашасен чупăвне йĕркелесси — çав тери кăткăс ĕç. Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе çулсерен пысăк тÿпе хывнă май, урхамахсен «психологине» лайăх пĕлекен Çĕнĕ Эйпеçри Александр Васильевич Осипова оргкомитет чĕререн тав тăвать.

Мотоблоксемпе ăмăртасси. Лашасен чупăвĕ хыççăн ипподром «тимĕр утсен» — мотоблоксен сассипе тулчĕ. Килти хуçалăхра тĕп пулăшуçă пулса тăнă май, вырăнти ăстасем ăна хăйсене кирлĕ пек çĕнетме те пултарнă: хăвăртлăхне те, йывăр туртаслăхне те шута илсе. Çĕнетÿ çимĕçĕнченех килчĕ-ши — шкул çулĕнчи Василий Тябуков /Елчĕк/ хăйĕн «урхамахĕпе» финиша пĕрремĕш çитрĕ. Унпа пĕр урамра пурăнакан Сергей Васильев — иккĕмĕш. Анатолий Куприянов /Ĕнел/ виççĕмĕш вырăнпа та кăмăллă пулчĕ.

Йывăр атлетика. Штанга йăтакансен тупăшăвĕ çамрăксем, арçынсем, хĕрсем хушшинче иртрĕ. 60 кг çитичченхи виçери каччăсен ушкăнĕнче çаксем мала тухрĕç: Михаил Димитриев /Аслă Пăла Тимеш/, Димитрий Быков /Патреккел/, Дмитрий Перцев /Питтĕпел/. 60 кг йывăртараххисенчен — Алексей Носов /Кавал/, Вадим Воробьев /Таяпа Энтри/, Азамат Абдулхаиров /Аслă Пăла Тимеш/. Çитĕннисен абсолютлă виçинче Александр Марков /Энтепе/ кăкăр çинчен 150 кг штангăна тĕртсе Акатуй парнине — такана çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Павел Портновпа /Аслă Пăла Тимеш/ Артем Перцев /Питтĕпел/ пайларĕç. Хĕрсенчен чи вăйли — Марина Антонова /Елчĕк/. Районти йывăр атлетика федерацийĕн ертÿçи Денис Портнов лайăх техникăшăн Раççей спорт мастерне Павел Портнова укçан приз пачĕ.

Алă вăйĕ виçесси. Районшăн çĕнĕ спорт енĕ мар. Çакна ентешсем Европа, тĕнче шайĕнче палăрнипе те çирĕплетме пулать. Ку енĕпе районти малтанхи спорт мастерĕ — Елена Портнова /Елчĕк/. Вăл абсолютлă виçере çăмăллăнах çĕнтерчĕ. Ăнăçуллă утăм тунă Ирина Архиповăпа Ирина Петрова та Елчĕкренех. Арçынсенчен /75 кг/ малти икĕ вырăна Çĕнĕ Пăвари Павел Архиповпа Денис Пыркин пайларĕç. Дмитрий Смирнов /Кавал/ — пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çинче. 75 кг йывăртарах атлетсенчен Павел Яшин мала тухрĕ. Спорт ветеранĕ, районти армрестлинг «ашшĕ» Сергей Солин /Тĕмер/, Димитрий Смирнов /Кавал/ ăмăртăва хутшăннă пысăк йыша парăнтарса парнеллĕ пулни те хисепе тивĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешесси. Ачасемпе çамрăксем 35, 45, 50, 60 кг çитичченхи тата 60 кг йывăртарах виçесенче кĕрешрĕç. Тăватă категорире чемпион ятне Аслă Елчĕксем çĕнсе илчĕç: Юрий Прокопьев, Станислав Мисяков, Алексей Тябуков, Андрей Хушкин. Çитĕннисем хушшинче спорт мастерĕсем те вăй виçрĕç. Шăпах вĕсем призлă пулчĕç те ĕнтĕ. Çапах та тĕнчен спорт аренинче вăй виçекен 34-ри Александр Лапшинпа хальлĕхе танлашакан çук-ха. 15 çул çĕнтерÿçĕ! Кунашкалли спортра питĕ сайра пулать. Республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн председателĕ Алексей Лапшин пултаруллисем валли укçан парне уйăрнă.

Волейбол. Пилĕк командăран тĕрлĕ турнирта хастарлăх кăтартакан Курнавăш ял тăрăхĕн спортсменĕсем пĕрремĕш пулчĕç. Финалта вĕсем Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн волейболисчĕсене парăнтарчĕç. Ăмăртăва Тутарстанри Пăва районĕнчи Кишĕр Шуршу каччисем те пуçласа хутшăнчĕç. Вĕсем, виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕскерсем, хăйсен илемлĕ те комбинациллĕ вăййипе куракансен кăмăлне çĕнсе илчĕç.

Наци кĕрешĕвĕ. 75 кг.Тăрăм каччи Данил Ефимов ыттисенчен вăйлăрах пулчĕ. Артем Салмин /Лаш Таяпа/, Нафис Гафиятуллин /Пăва хули/ призерсен йышĕнче. 75 кг йывăртарах виçе: Владимир Петрушкин /Аслă Елчĕк/, Евгений Яковлев /Лаш Таяпа/, Андрей Перцев /Аслă Елчĕк/.

Абсолютлă финалта икĕ виçе категорийĕнчи чемпионсем вăй виçрĕç. В.Петрушкин Д.Ефимова çĕнтерсе черетлĕ хутчен Акатуй паттăрĕ пулса тăчĕ. 2007 çултанпа пĕрре те выляса яман вăл.

С.АРХИПОВА,
Е.ПЕТРОВА,
Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code