Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ проектсем

Çĕнĕ проектсем

Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем ĕçе кĕреççĕ.

2017 çулта «Куçса çÿрекен поликлиника» проекта пуçарнă. Ăста специалистсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ялсенче пурăнакан 9 пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов палăртнă тăрăх, çак ĕç малашне те пулса пымалла. Мĕншĕн тесен ку йĕркепе ирттерекен тĕрĕслевсен тăкакĕ пĕчĕк, усси вара — пысăк. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли тепĕр проект — «Перекетлĕ поликлиника». Чăваш Ен кăçал РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнă çак проекта пурнăçлакан 10 субъект шутне кĕнĕ.

Республикăра кашни тăваттăмĕш фельдшерпа акушер пунктне çĕнетнĕ. 2016-2017 çулсенче федераци программипе килĕшÿллĕн Чăваш Ене васкавлă медицина пулăшăвĕн 49 автомобилĕ килнĕ. Çĕнĕ автомашинăсем кăçал та пулмалла.

Çапла майпа юлашки 5 çулта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн калăпăшĕ 2,2 хут пысăкланнă. Пациентсен 80 процента яхăн йышĕ республика тулашне каймасăрах сипленни пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Республика шайĕнче çирĕплетнĕ «Шкул медицини» проект та ăнăçлă пурнăçа кĕрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code