Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хавхалануллă кăмăл-туйăмпа

Хавхалануллă кăмăл-туйăмпа

Ĕçпе хавхаланнăскерсем — пĕр ĕне пуçне шутласан куллен 27 килограмм сĕт сăвакан «Эмметево» сахал яваплă юлташлăхăн ферминче тăрăшакансем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлама ăнтăлни яр уççăнах курăнса тăчĕ.

Унсăрăн, тимлĕ, яваплă пулмасăр пысăк кăтартусене çывхартаймăн. Сăвăнакан 192 ĕне шутланакан ял хуçалăх предприятийĕнче çапла майпа хальхи вăхăтра кашни кун 5200 килограмран кая мар сĕт туса илеççĕ, ăна хăйсене тивĕçтерекен хакпа сутмалли тĕрлĕрен мелсене палăртаççĕ. Сăвăнакан ĕнесен хисепне май пур таран, кашни çул 10 пуçран кая мар ÿстерсе пынă. Продуктивлăх та пĕчĕк пулманнине хамăр куратпăр.

— Çитес çулсенче кĕтÿри ĕне хисепĕ тата ытларах пулĕ, — тесе çирĕплетрĕ Юрий Лапшин директор. Самăртма хупнă ушкăнри мăйракаллă шултăра выльăхсем те пĕр талăкра 900 грама яхăн ÿт хушнă. Ÿсĕмсен вăрттăнлăхне уçса пама ыйтсан Галина Краснова тĕп зоотехник ĕне выльăхсене çулталăк тăршшĕпех рациона çирĕп пăхăнса тăрантарнине тата вĕсене пĕтĕлентерессипе лайăх ĕçлеме пултарнине чи малти вырăна хурса хакларĕ. Кăçалхи 6 уйăхра пурĕ 256, çав шутран сăвăнакан ĕнесенчен 155 пăру илнĕ. Ĕне выльăхсене умран юличчен тутлăхлă апатсемпе — утă-сенажпа, çăнăхпа тăрантарнисĕр пуçне тĕрлĕрен микро-макроэлементсемпе, жомпа, жмыхпа туллин усă кураççĕ. Дирекци вĕсене туянма укçи-тенкине те хĕрхенмест. Нумай çул ферма заведующийĕ, зоотехник пулса ĕçленĕ Юрий Михайлович рациона шайлашуллă йĕркелесе пыма кирлине аван ăнланать, унсăрăн тивĕçлĕ шайри продукци туса илеймĕн. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи мĕнпур ыйтăва зоотехникра 35 çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă Галина Валерьяновнăпа канашласа татса пани те ĕçе кал-кал йĕркелесе пыма май парать пулинех. Галина Краснова хăйĕн тивĕçне, чăннипех, юратса пурнăçланине вăл çак кĕтÿри кашни ĕнене, дояркăсемпе танах, ятран пĕлни те уçăмлăн çирĕплетсе парать. Пире те вĕсемпе паллаштарчĕ: Хмурая, Капля, Умница, Алая, Незабудка, Зарница, Липовка…

Пăру туса илесси, вĕсене сывă та тĕреклĕ çитĕнтересси нумайранпа техник-осеменатор тата ветеринар пулса тăрăшакан Светлана Захароваран, паллах, нумай килет. Алена Савельева, Елена Алексеева, Светлана Улянкина, Наталия Чернова, Венарий Захаров, Галина Захарова, Татьяна Никифорова, Раиса Коновалова, Петр Никифоров, Галина Карчикова, Ирина Карсакова выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе Петр Савельев, Алексей Никифоров, Владимир Савельев, Андрей Талантов кĕтÿçĕсем те выльăхсен «чĕлхине» ăнланаççĕ тейĕн.

…Фермăри ĕне выльăха /пурĕ 805 пуç/ тăрантарма выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе анлăн пуçарса янипе пĕр вăхăтрах витесене хĕл тапхăрне хатĕрлессипе те иртнĕ уйăхсенчен тытăнсах тимлеççĕ. Ферма хĕрĕсем, Станислав Петров заведующи ертсе пынипе, малтан витесене çуса тасатнă. Ун хыççăн районти ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем дезинфекци тунă, шуратнă. Фермăра хăш-пĕр юсав ĕçĕсене пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Петр Савельев, Алексей Никифоров, Владимир Савельев кĕтÿçĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code