Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă ÿсĕмрисене — ĕç вырăнĕ

Аслă ÿсĕмрисене — ĕç вырăнĕ

Паян аслă ÿсĕмрисем хушшинче, çамрăксемпе танлаштарсан, ĕçсĕррисем сахалтарах. Çав вăхăтрах пĕрремĕшсене ĕçе вырнаçма çăмăлах та мар.

Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçал пенси çулне çывхаракан 21 çын ыйтупа тухнă пулсан, 18-шне ĕçе вырнаçтарнă. Унсăр пуçне 14-шĕ профориентаци енĕпе пулăшу илнĕ. Асăннă йышри çынсене ĕçпе тивĕçтерни 86 процентпа танлашать.

Аслă ăрурисемпе учрежденире тăтăшах консультацисем йĕркелеççĕ, вĕренме яраççĕ, ваканси ярмăрккисене йыхравлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code