Суббота, 25 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çу кунĕсем савăнăç кăна кÿччĕр

Çу кунĕсем савăнăç кăна кÿччĕр

Тинех çанталăк пире ăшă кунсемпе савăнтарать. Çакăн пек тапхăрта хĕвел çинче хĕртĕнме, шыва кĕме каяс шухăш çуралать. Çу кунĕсем ырă пулăмпа асра юлччăр, сывлăха сиен ан кÿччĕр тесен мĕн асра тытмалла-ха?

Хĕвел хĕртсе пăхни пĕр енчен, паллах, усăллă. Унăн пайăркисем иммунитета ÿстерме, эндокрин системине лайăх ĕçлеме, гормонсене туса кăларассине ÿстерме пулăшаççĕ. Виçеллĕ хĕртĕнсен, организм D витамин кăларасси те лайăхланать. Вăл вара юн çаврăнăшне лайăхлатать, мышцăсемпе шăмăсене çирĕплетет, сурансене хăвăртрах ÿт илме пулăшать.

Анчах хĕвел организма сиен кÿме те пултарать. Шăрăх çанталăкра çын вăйлă тарлать, организм шывсăрланать, ÿт типет, вăхăтсăр ватăлма пуçлать, тарпа пĕрле организм тĕрлĕ минералсем çухатать, çакă вара чĕре тата пуç мими ĕçне йывăрлатать, чĕре пусăмĕ, аритми пуçланма пултарать.

Шăрăх, çилсĕр кун урамра чылай çÿресен хĕвел тивме /солнечный удар/ пултарать. Кун пек чухне çын вăйсăрланать, куçĕсем умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пăнчăсем сиккелеççĕ, таврари япаласем симĕс е хĕрлĕ тĕслĕ курăнаççĕ. Пуç ыратать, çаврăнать, хăлхасенче шав илтĕнет, ăш пăтранать, хăстарать, алăсемпе урасем чĕтреççĕ. Пит хĕрелет, ÿт температури 38-40 градуса çити хăпарать. Пульс хăвăртланать, тар тапса тухать. Çын тăн çухатма, сывлама пăрахма пултарать.

Хĕвелсĕр, анчах шăрăх çанталăкра та çын аптăрама пултарать. Ку вăл — ăшă тивни /тепловой удар/. Унăн паллисем хĕвел тивсен пулаканнисемпе пĕрешкел.

Шăрăхра ытларах тулли çынсем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем, ватăсем, шăрăх çанталăка хăнăхман çынсем, чĕре тата эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе тертленекенсем аптăраççĕ.

Хĕвел ан аптăраттăр тесен мĕн тумалла-ха?

Енчен те чÿрече кăнтăр еннелле тухать пулсан, пÿлĕм ытлашши ăшăнса каясран çутă каркăçсем карни пулăшĕ, вĕсене шывпа йĕпетсе тăрсан тата аванрах пулĕ. Чÿречесене тул енчен фольга çыпăçтарса хуни вара тÿрĕ лекекен хĕвел пайăркисенчен сыхлать.

Çăмăл тата çутă тум-тир тăхăнма тăрăшмалла, çара пуç çÿремелле мар — шлепке е карттус тăхăнмалла.

Кондиционерпа усă куратăр пулсан, ун çывăхне ан ларăр — шăнса пăсăлма пулать. Пите, мăя, алăсене вăхăтран-вăхăт йĕпе ал шăллипе сăтăрăр, сивĕ шывпа ăшшине черетлесе душ кĕрĕр.

Хĕвел çинче ытлашши нумай çÿресен ÿт пиçсе кайма пултарать, çавăнпа та тÿрех нумай вăхăт пулмалла мар, организма майĕпен хăнăхтарса пымалла. Хĕртĕнес текенсен ирхине 10-11 сехетчен е каçхине 16 сехет хыççăн тухмалла.

Шăрăхра пĕшкĕнсе ĕçлеме ан тăрăшăр. Кун пек чухне пуç çаврăнма, юн пусăмĕ хăпарса кайма, çын тăн çухатма пултарать. Çавăнпа та пахчана е ирех, е каçхине тухма тăрăшăр.

Апат çине те тимлĕх уйăрмалла. Шăрăхра çуллă, ăшаланă, тĕтĕмленĕ апатсем çимелле мар. Пулă, пахча-çимĕç, улма-çырла çиме тăрăшмалла. Выçă хырăмла е апат çинĕ хыççăнах хĕвел çинче хĕртĕнме юрамасть.

Çулла йÿçекрех, хĕрлĕ хурлăхан, шур çырлин морсĕсен усси ытларах. Вĕсем юна лайăх шĕветеççĕ, ăш хыпнине ирттереççĕ, организма кирлĕ микроэлементсемпе тивĕçтереççĕ.

Сĕт, турăх, уйран, пылак мар йогурт ĕçес килнине ирттерме, пыршăлăхри микрофлорăна йĕркене кĕртме май параççĕ. Кунне 3-5 стакан таран ĕçме юрать.

Минерал шывĕ вара ăш хыпнине ирттерме пулăшас енĕпе çÿлти вырăнта. Унри тăварсемпе биологи тĕлĕшĕнчен активлă япаласем организмшăн питĕ усăллă. Анчах ăна та газ хушманнине туянма тăрăшмалла.

Паян эпир ытларах лавккара сутакан хатĕр чейпе сăйланма юрататпăр. Вĕсем те организма ырă витĕм кÿреççĕ. Тĕслĕхрен, хура чейри кофеин ĕçлес хăвата ÿстерет, кăмăл-туйăма çĕклентерет, стресран сыхлать, юн пусăмĕ пĕчĕк пулнине хăпартать. Анчах виçерен ытлашши /кунне 3-4 чей куркинчен ытларах/ ĕçни апат ирĕлтерекен органсен ĕçне пăсать, чĕре шуйханса тапма тытăнать, ыйхă вĕçет, юн тымарĕсем сарăлса каяс хăрушлăх пур.

Симĕс чей вара юн тымарĕсене çирĕплетет, юн çаврăнăшне лайăхлатать, холестерин шайне пĕчĕклетет, организмри сиенлĕ япаласене кăларма, апат ирĕлтерес ĕçе йĕркене кĕртме, начарланма тата ыратнине ирттерме пулăшать. Анчах виçерен ытларах ĕçсен пÿрепе пĕвере сиен кÿме пулать. Кулленхи норма — 4-5 чей курки. Сахăрсăр, лимон хушса ĕçсен аванрах.

Тĕлĕнмелле пек туйăнать пулин те — шăрăхра вĕри чей усăллăрах. Сивви ăш хыпнине тÿрех ирттереймест, мĕншĕн тесен организм ăна ăшăтма вăйне те, вăхăтне ?20 минута яхăн/ те пĕтерет. Çав тапхăрта этем ĕçес килнипе нушаланать. Вĕрине организм тÿрех йышăнать, вăл ытларах тарлаттарать, çапла майпа организм хĕрсе каясран сыхланать. Вăтам Азинче шăрăхран çапла майпа сыхланаççĕ.

Шăрăхра кофе хатĕрлемесен те юрать. Е ирхине пĕр курка ĕçнипех çырлахăр. Унсăрăн чĕрене йывăр килĕ.

Улма-çырла сĕткенĕсенче пире кирлĕ витамин, минерал нумай. Анчах çак сĕткенсене сахăр хушаççĕ. Нумай ĕçсен углеводсен ылмашăвĕ пăсăлма пултарать, кунне пĕр стаканран ытла ĕçмелле мар.

Шăрăхра килти квас усси пысăк. Анчах пластик савăтра сутакан, çур çул каялла кăларнă лавкка квасне туянма тăхтăр. Вăл ахаль лимонадран тутипе çеç улшăнса тăрать. Унăн уссинчен сиенĕ пысăкрах пулма пултарать.

Шăрăхра газ хушнă пылак шыва пачах ĕçмелле маррине кашниех илтнĕ-тĕр. Вĕсем, кислотапа сахăр хушса хатĕрленĕскерсем, организмри тутă туякан рецепторсене вăратаççĕ. Çавăнпа газ хушнă шывсене ĕçнĕçемĕн ĕçес килсе тăрать. Вĕсенче сахăр та нумай, 100 грамм напитокра 40-50 калорий пур. Çакă пĕр стакан чей кашăкĕ сахăр янă пекех. Эпир вара газ хушнă шывсене шăрăхра çĕршер грамм мар, литрĕ-литрĕпех ĕçетпĕр. Çитменнине вĕсенчи ортофосфор кислоти шăлсене пĕтерет, организмри кальцие хăваласа кăларать. Пылак шывсенчи тĕс, тутă кĕртекен хими хутăшĕсемпе стабилизаторсен сиенĕ пирки кашниех илтнĕ пулĕ.

Халăхра сăра анлă сарăлнă пулин те тухтăрсем çуллахи шăрăхра ăна ĕçме сĕнмеççĕ. Вăл — спирт хушнă шĕвек, пĕчĕк виçепе ĕçсен те организма сиен кÿме пултарать: ĕçлес пултарулăх чакать, юн тымарĕсене, чĕрене япăх витĕм кÿрет.

Этем организмĕ 80% таран шывран тăрать. Унсăрăн эпир пурăнаймастпăр. Организм 2% таран шывсăрлансан çын питĕ вăйлă шыв ĕçес килнине туйма пуçлать. 4% шывсăрлансан вара вăйсăрлăх, ывăнни, апат анманни, тимлĕх чакни палăрать. Организмри япаласен ылмашăвне тытса пыма апат ирĕлтерекен органсене йĕркеллĕ ĕçлеттерме, клеткăсен шыв виçине упрама кунне 2 литртан кая мар ĕçмелле.

Федераци тĕллевлĕ «Таса шыв» программăна пурнăçа кĕртнĕ май тĕп хулара «Сывлăх çăл куçĕ» павильонсем ĕçлеççĕ, вĕсенче таса çăл шывĕ туянма пулать.

Шăрăх чухне ерекен пыршăлăх чирĕсемпе аптăрас хăрушлăх та ÿссе пырать. Çак тапхăрта уйрăмах санитари йĕркисене пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пахалăхĕ иккĕлентерекен апата çимелле мар. Хăвăрт пăсăлаканнине 6 градусран ăшăрах температурăра упрама юрамасть. Апат-çимĕç туяннă чухне управ вăхăчĕ хăçанччен пулнине тимлĕ вуламалла.

Урамра, хĕвел çинче упранакан тата сутакан, хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçе илмелле мар. Холодильникре чĕрĕ тата пиçнĕ апата уйрăм çÿлĕксем çинче упрамалла. Тин хатĕрленĕ салатсене, винегрета çеç çимелле. Çисе яман апата пÿлĕм температуринче упрамалла мар. Алăсене яланах супăньпе çумалла, уйрăмах апат çиме лариччен. Пахча çимĕçе, улма-çырлана, ешĕл ÿсен-тăрана юхакан шыв айĕнче питĕ тĕплĕ çумалла. Пĕтĕм апат-çимĕçе шăнасенчен хупламалла. Уçă шыври, çăлти чĕрĕ шыва ĕçмелле мар. Ачасене те çакăн пирки асăрхаттарсах тăмалла.

Енчен те ку апата çинĕ хыççăн вар-хырăм ыратать, хăстарать, вар витти е пысăк температура канăçсăрлантарать пулсан, çийĕнчех тухтăр патне каймалла, хăвăр тĕллĕн сипленсе хаклă вăхăта ирттермелле мар.

Л.АГЕЕВА,
республикăри медицина профилактикин центрĕн тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code