Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял çыннисемпе пĕр чĕлхере

Ял çыннисемпе пĕр чĕлхере

Курнавăшри почта çыхăну уйрăмне 5 çул ертсе пыракан Надежда Мартышкина ĕçтешĕсемпе шăкăл-шăкăл калаçса паян валеçмелли пенси-пособисене шутласа, посылка-çырусене штампласа парать. Уйрăма 567 экземпляр хаçат килет, вăл шутран район хаçачĕ — 185 экземпляр.

Елчĕкри почтамт ĕçченĕсем сăрă шăрши те кайман хаçат-журнал килсе парсан почтальонкăсем хăйсене кирлĕ чухлĕ издание шутласа илеççĕ те велосипедсем çине ларса хăйсен участокĕсене вĕçтереççĕ.

Нина Алексеева, 30 çул тăван Курнавăш ял çыннисене хаçат-журнал çырăнтарса вĕсене килрен-киле валеçес ĕçе чунĕпех парăннă. Вăл палăртнă тăрăх, ялти С.Николаев, П.Ефимов, З.Круглова, В.Светопольский, А.Курчин çемйисем 6-7-шер экземпляр хаçат çырăнса илеççĕ. Паллах, район пурнăçĕпе кăсăкланакансем чи малтан «Елчĕк ене» тытса вулаççĕ.

Галина Векова, Светлана Фомина почтальонкăсен çыхăну ĕçĕнчи стажĕ — 9-6 çул. Ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупакан, ырă кăмăллă та çепĕç почтальонсем яланхиллех кашни килте кĕтнĕ çынсем. Икĕ уйăх ĕнтĕ Çуткÿлпе Вырăскассинче пурăнакансем çутăшăн, газшăн тÿлеме килтен те тухмаççĕ — уйăхра пĕр кун почтальонкăсем çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тÿлеве килĕнчех илсе квитанци парса хăвараççĕ.

— Пире, ватăсене, уйрăмах лайăх. Курнавăша кайса çÿресси çăмăл мар-çке. Теприсен счетчиксем çине пăхма куçĕсем те курмаççĕ. Почтальонкăсем вара хăйсем пăхса çыраççĕ. Ватăсене кăна мар, çамрăксене те килĕшет ку йĕрке. Кÿршĕ яла кайса килсе çур кун çухалать. Çу кунĕсенче кашни сехет хаклă çĕр çыннишĕн. Тавах ĕçе çĕнĕлле йĕркелекенсене, — тет Вырăскассинчи София Горбунова пенсионерка.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Н.Алексеева, Н.Мартышкина, С.Фомина, Г.Векова ял çыннисене хаçат валеçме тухиччен çĕнĕ номерпе паллашаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code