Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен асăрханар

Чиртен асăрханар

Грипран тата çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕсенчен сыхланас тата вĕсем сарăласран асăрханас тĕллевпе районти тĕп больница ятарлă планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Елчĕкри Советская урамри 17-мĕш çуртра кайăк-кĕшĕк грипĕ тупнăран çав çуртра пурăнакансене тĕплĕ тĕрĕслев витĕр кăларнă. Çавăн пекех çак урам çывăхĕнче пурăнакансен, кайăк-кĕшĕк сутакансен сывлăхне тĕрĕсленĕ, вируса хирĕç кĕрешекен препаратсем ĕçме сĕннĕ.

Тĕрĕслев витĕр тухнисен йышĕнче чирлисене тупса палăртман. Тухтăрсем килрен-киле çÿресе халăха инфекци чирĕ пирки тĕплĕн ăнлантараççĕ.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ — çивĕч инфекци чирĕ. Ăна вирус пуçарса ярать.

Çын унпа инфекципе чирлĕ чăх-чĕпрен е вилнĕ килти е тискер кайăкран чирлеме пултарать. Чирлĕ чăх-чĕп хăйне урăхла тытать, пуçне çавăрать, мăйне пăркалать, йыхăрсан та асăрхамасть. Цианоз палăрать, чăхсен киккирикĕсем шыçăнса, хуралса каяççĕ, аран сывлаççĕ. Чылай чухне çын чирлĕ кайăк-кĕшĕк какайне, çăмартине кирлĕ чухлĕ вĕретсе пĕçермесен лекме пултарать.

Чи малтанах инфекциллĕ кайăк-кĕшĕк çывăхĕнче пулмалла мар, ачасене те вĕсем патне яма юрамасть. Чĕрĕ шыв ĕçни, пĕвере е кÿлĕре шыва кĕни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать — унта хур-кăвакал ишсе çÿреме пултарнă.

Кайăк-кĕшĕк ашне, çăмартине пысăк температурăра пĕçерсе çимелле, унсăр пуçне харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнмалла: алла час-часах супăньпе çумалла. Килти чăх-чĕп продукцине уйрăм çынран е санкцилемен вырăнсенче сутакансенчен туянма тăхтамалла, вĕсене лавккаран кăна илмелле. Ĕçмелли шыв лавккари е вĕретни пултăр.

Енчен те хуçалăхри чăх-чĕп гриппа чирлесе ÿкрĕ-тĕк, çийĕнчех ветеринари службине пĕлтермелле, унăн специалисчĕсем пырса çитиччен кайăка çара алăпа тытмалла мар. Выльăх тухтăрĕсем санитарипе профилактика мероприятийĕсем ирттерĕç.

Асăрханаймасăр кайăк грипĕ çаклатрăр пулсан асра тытăр: унăн симптомĕсем 5 талăкран кăна палăрма тытăнаççĕ, ун пек чухне шăнтса пăрахать, пуç ыратать, температура 38 градусран ытларах ÿссе каять, пыр канăçсăрлантарать, иккĕмĕш е виççĕмĕш кун ÿслĕк пуçланать, çăра сурчăкпа пĕрле юн тухать, сывлама йывăрланать, сывлăш пÿлĕнет.

Çакнашкал симптомсем пулсассăнах диагноза çирĕплетмешкĕн тухтăр патне каймалла е киле чĕнмелле. Вăл кăна тĕрĕс сиплев палăртать.

Чир çаклансан пĕрремĕш кунсенчех вируссене хирĕç кĕрешекен препаратсене: гамма-интерферон, арбидол, ремантадин, альгирем, гриппферон, циклоферон тата амиксин ĕçмелле. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕ ют çĕршывра кăларнă озельтамивир /Тамифлю/ тата занамивир /Реленза/ ĕçме сĕнет. Препаратсене тухтăрсем хушсан çеç ĕçме юрать.

Кайăк грипĕ чухне салициловая кислота пур препаратсене ĕçме юрамасть.

Чиртен хăвăр тĕллĕн сипленме ан та шухăшлăр. Хăвăр сывлăха та, çывăх çынсенне те упрăр. Чирпе вăхăтра кĕрешме пуçлани унран кĕске вăхăтра хăтăлма май панине шута илмелле.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăри тĕп врачăн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code