Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Кăкăр сĕчĕ – чи пахи

Кăкăр сĕчĕ – чи пахи

Ача – ашшĕ-амăшĕн чи пысăк пуянлăхĕ. Вăл сывă çитĕнесси амăшĕ ăна вăхăтĕнче кăкăр çитерсе ÿстернинчен те нумай килет.

Кăкăр сĕчĕпе пепке тĕрлĕ витаминсем, белок, углевод çусем, минераллă тăварсем илет. Çаксем ăна лайăх ÿсме пулăшаççĕ. Кăкăр сĕчĕ ачасен организмне тĕрлĕ чир-чĕртен /аллерги, диарея, пневмони, вар-хырăм, анеми, сунас ересрен тата ытти те/ сыхлать. Пепкене ĕмĕртни хĕрарăмшăн та усăллă: вăл кăкăр тата ар органĕсем шыçасран пулăшать. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, амăшĕн сĕтне çисе ÿснĕ ачасем аслисене ытларах юратаççĕ, хисеплеççĕ. Вĕсен хушшинче усал ĕç тăвакансем, наркомани, алкоголизм чирĕсемпе чирлекенсем те сахал тĕл пулаççĕ.

Кăкăр сĕчĕ яланах ăшă, таса, укçалла илмелле мар. Паян лавккара ăна ылмаштаракан тĕрлĕрен хутăшсем сутаççĕ. Çавна май кăкăр çитерекенсен йышĕ палăрмаллах чакрĕ тесен те йăнăш мар. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, амăшĕсен 95 проценчĕ ачисене кăкăр çитерме пултараççĕ. Районти хĕрарăмсем ытларах пепкисене кăкăр сĕчĕ çитерме тăрăшаççĕ-ха, çапах çулталăкчен ĕмĕртекенсен йышĕ чакса пырать.

Кашни хĕрарăмăн ача çуратса ăна кăкăр ĕмĕртсе ÿстерес тĕллев пулмалла. Çавăн чухне çеç эпир амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлама пултаратпăр.

Г.УФУКОВА,
районти ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code