Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Харпăрлăхçăсен ĕçĕ çăмăлланать

Харпăрлăхçăсен ĕçĕ çăмăлланать

Кăçалхи июлĕн 31-мĕшĕнчен Федерацин 218 номерлĕ «Куçман пурлăха патшалăх енчен регистрацилесси çинчен» саккунне улшăнусем кĕчĕç. Вĕсем куçман пурлăхпа çыхăннă ĕçсене пурнăçланă чух харпăрлăхçăсене ансат йĕркепе ĕçлеме хистеççĕ.

2016 çулта йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн, маларах куçман пурлăх пĕр харпăрлăхçă çинче пулнă пулсан ăна туяннă, сутнă, парнеленĕ, еткерлĕхе панă е залога хывнă чух нотариус урлă ĕнентермелле пулман /ку йĕрке халĕ те вăйрах юлнă/. Анчах та куçман пурлăх темиçе харпăрлăхçă çинче пулнă тĕслĕхре вара ăна сутнă, туяннă, парнеленĕ, еткерлĕхе панă е залога хывнă чух документа нотариус урлă ĕнентермелле пулнă. Харпăрлăхçăсем куçман пурлăхпа çыхăннă маларах асăннă ĕçсене пурнăçланă чух документа малтанхи евĕр нотариус урлă ĕнентерсе те, е çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлнине çырура палăртнă хыççăн алă пусса та çирĕплетме пултараççĕ /харпăрлăхçăсен хушшинче çула çитмен ача е харпăрлăхçăн тивĕçне хăй тĕллĕн пурнăçлайман çын çук пулсан/.

РФ нотариат çинчен калакан саккунĕнче палăртнă тарифсемпе килĕшÿллĕн, куçман пурлăха туянассипе, сутассипе, парнелессипе, еткерлĕхе парассипе е залога хывассипе çыхăннă килĕшĕве çирĕплетнĕ чух нотариат пулăшăвĕсене тÿленипе пĕрлех куçман пурлăхăн хакĕн 0,5 процентне тÿлемелле.

Л.ВИКТОРОВА,
Елчĕкри нумай функциллĕ центрăн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code