Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă çыннăн ырлăхĕ — ытам тулли! Ыр канашĕ ун çитет пурин валли!

Ырă çыннăн ырлăхĕ — ытам тулли! Ыр канашĕ ун çитет пурин валли!

Эпĕ шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнманччĕ ун чухне, уроксем хыççăн учительсемпе калаçса ларнă вăхăтра шкула нумай çул Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи вулавăшра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ те ял-йыш умĕнче ятпа, сумпа пурăнакан, сăпайлăхĕпе тата ырă кăмăлĕпе палăрса тăракан Луиза Витальевна Викторова килчĕ.

Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн вăл хăй мĕн çăмăлпа килнине тỹррĕнех пĕлтерчĕ:

— Ялти çынсенчен Диана Турхан ятне час-часах илтме тỹр килет. Ăна шкул директорĕ пулма сĕнеççĕ текен хыпар та хăлхана кĕнĕ, унпа паллашма пулĕ-и? — терĕ вăл çирĕп сассипе.

Эпир пурте ун куçĕнчен тинкертĕмĕр, малалла мĕн каланине итлерĕмĕр. Пĕрремĕш тĕл пулуранах унăн кашни сăмахĕ вырнаçуллă, ăслă пулнине ăнланса илтĕм:

— Шкул витĕмĕ кирек хăш ача чун-чĕринче те ĕмĕрлĕх тарăн йĕр хăварать. Урăхла каласан, эсир суйласа илнĕ професси сумлă анчах мар, калама çук яваплă та. Шкул директорĕн, пушшех. Сана, çамрăка, малтанласа çăмăл пулмасса пĕлсе тăратăп. Вĕренỹ тытăмĕнчи кулленхи ĕçсемпе пĕрлех шкулăн пурлăх никĕсне кирлĕ шайра йĕркелесе пырассишĕн те эсĕ яваплă пулса тăратăн. Унсăр пуçне тата вун-вун ыйту татса пама тивĕ, — терĕ вăл.

…Унтанпа 4 çул иртрĕ. Луиза Витальевна ырă сунса вĕрентсе каланă сăмахсем мĕн тери тĕрĕс пулнине хамăн кашни кунхи ĕçре курса ĕненетĕп. Ĕç ветеранĕн ырă хавалĕ мана ĕçре тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, мал ĕмĕтпе шанчăклăн утăмлама вăй-хăват кỹрет тейĕн. Унпа тĕл пулса калаçсан çунат хушнăн туятăп.

…Хăйĕн пурнăçĕ тăршшĕпех халăхран уйрăлман Луиза Викторовăна районта пĕлмен çын сахал. Вăл шкул ачисене анчах мар, пĕтĕм ял халăхне вулав çуртне çỹреме хăнăхтарассине хăйĕн тĕп тивĕçĕ вырăнне хунă. Кĕнеке — ырă канашçă, пурнăçа вĕрентекен пулнине ял çыннисен ăс-тăнĕнче çирĕплетес шутпа кĕнекесемпе кил тăрăх çỹренĕ. Кĕнеке урлă тăван халăх культурине аталантарма пулнине лайăх ăнланнă вăл. Луиза Витальевна хальхи вăхăтра ялти культура вучахне аталантарассипе тимлекен çамрăксемшĕн те юратнă вĕрентекенĕ, çывăх ĕçтешĕ пекех. Ял пурнăçĕпе çыхăннă кашни пысăк ĕç хумхантарать ăна. Вăл шкул ĕçĕпе те, ачасен çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах кăсăкланать.

«Йывăçа çимĕçĕ тăрăх хаклаççĕ. Ырă йывăç ырă çимĕç парать», — тенĕ халăхра. Луиза Витальевнăна та ырă йывăçпа танлаштарас килет. Унăн 3 ачи те аслă пĕлỹ илсе тăван чăваш халăхĕшĕн, вĕсен ырлăхĕшĕн пурăнакан шанчăклă çынсем пулса тăчĕç. Асли — Олег Николаевич И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухсан унтах ĕçлеме юлнă. Пĕр вăхăт университет çумĕнче уçăлнă сывлăх пунктне ертсе пынă. Нумай çул проректор пулса вăй хунă. Икĕ созывра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма суйланă ăна. Олимпиада Николаевна — Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи. Кĕçĕн ывăлĕ — Владимир та аслин çулĕпе кайнă. Амăшĕн сывлăхĕшĕн канăçсăрланаканскер, университета медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Стоматологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Кỹкеçри район больницинче стоматологи уйрăмне ертсе пынă, ун хыççăн Шупашкарти хула стоматологи поликлиникисен тĕп тухтăрĕ пулнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ те пулнă. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкар районĕнчи Кỹкеçри больницăн тĕп тухтăрĕ. Владимир Николаевич тивлетне пула Çĕнĕ Пăва ялĕнчи тухтăр офисĕнчи ĕç условийĕсем нумай лайăхланнă, вăл тăрăшнипех кунта стоматологи уйрăмне уçма та май пулнă. Елчĕк районĕн хутне нумай кĕнĕ вăл: тĕп больницăра пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессипе, модернизаципе реконструкци ĕçĕсене йĕркелессипе тивĕçлĕ тỹпе хывнă. Хăй вĕреннĕ Çĕнĕ Пăвари тăван шкулĕшĕн те çак вăхăтченех нумай ырă ĕç тăвать. Шкул коллективĕ, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе ăна чĕререн тухакан пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Тĕп тухтăра, ĕç çыннисен шанăçне тỹрре кăларма пултарнине пĕлсе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма суйланă.

Мăшăрĕ йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайсан Луиза Викторова ачисене Турра, çынна юрăхлă çитĕнтересси никамран малтан хăйĕнчен килнине пĕлсе канăç мĕнне пĕлмесĕр ĕçленĕ.

— Манăн ачасем библиотекăрах ỹснĕ. Пур ĕçе те пĕрле ĕçленĕ. Паянхи кун та вĕсем пысăк ĕçе пикеннĕ чухне манпа канашлаççĕ, — тет вăл. Унăн чун-чĕрин ăшши хăйпе пĕр тăванĕн ачисем валли те çитнĕ мар-и? Йăмăкĕпе аппăшĕ, пиччĕшĕ пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн, вĕсен ачисене те хăй çуначĕ айне илнĕ. Вĕсен 5 ачине те ялти шкултан вĕрентсе кăларнă, пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Чăн-чăн амăшĕн паттăрлăхĕ мар-и çакă?

Унăн ачисен халăх çинчи ырă та сăваплă ĕçĕсем Амăшĕн таса ятне çỹле çĕклерĕç. Люся аппа сăнарĕ пур-пур аннемĕрсен хушшинчи чи çутă та курăмлă сăнарсенчен пĕри. Кашни анне хăйĕн ачисене сывлăхлă, пурнăçра кирлĕ çын тăвассишĕн тăрăшать. Анчах эпир, çамрăк аннесем, мĕн туса çитерейместпĕр? Тепĕр чухне мĕншĕн шанчăклă ачасемех ырă çула çухатса арпашаççĕ? Луиза Витальевна пире çак ыйтусем çине хурав тупма та пулăшать, кашни хутĕнче шкулта пулмассерен ачасене вĕрентсе çапла калать:

— Пурнăçри ăнăçлăх атте-аннене, вĕрентекенсене итленинчен, хисепленинчен килет. Ачалăхри, çамрăклăхри хаклă вăхăта усăсăр ан ирттерĕр, пурнăç йĕркине ан пăсăр, ырă ĕмĕт-тĕллевсемпе пурăнăр, — тет.

…Ватă çын ăсĕ тăватă çын ăсĕпе тан пулнине çак тĕслĕхре те курса ĕненетпĕр. Вĕсенчен Тăван çĕршыва юратма, пĕр-пĕрне хаклама, пулăшма вĕренер. Йывăрлăхсене ушкăнпа çĕнтерме хăнăхар, савăнăçа та пĕрле пайлар. Пĕрлĕхре — пысăк вăй!

Диана ТУРХАН,
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code