Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлев сферине — тĕрев

Ĕçлев сферине — тĕрев

Чăваш Ен Правительствин пуçлăхĕ Сергей Артамонов 2025 çулта ĕçлев сферинчи проекта пурнăçламалли правилăсене çирĕплетекен йышăнăва алă пуснă.

Документа Ĕçлев министерстви «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн производство персоналне, ĕçсĕр тăрса юлма пултараканскере, вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассине йĕркелес тĕллевпе хатĕрленĕ. Субсидие юридици тытăмĕсене, усламçăсене, тулли мар ĕç режимĕпе усă курма тивекенскерсене, хăйсен ĕçченĕсене кăçалхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче шалу тỹлеме яракан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма парĕç.

Вĕсене конкурспа суйласа илĕç. Пĕтĕмĕшле сумма — 52,6 млн тенкĕ. Çак укçан тĕп пайĕ — 52 млн тенкĕ — федераци бюджетĕнчен. Ĕçлев министерстви çавăн пекех 4 кунлă ĕç эрнин режимĕпе усă куракан предприятисен урăх çĕре куçас кăмăллă çыннисене вакансисем суйласа илме пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code