Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Никĕс шкулсенче – малашлăх

Никĕс шкулсенче – малашлăх

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе йăлана кĕнĕ черетлĕ канашлу ирттерчĕ.

Николай Миллин Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен XVII Спартакиади çинчен иртнĕ эрнере чарăнса тăнăччĕ. Куславккари ăмăртура районăн пĕрлештернĕ бухгалтерийĕн тĕп специалисчĕ Виктор Федотов велосипедпа тупăшса лайăх кăтартупа палăрнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Николай Петрович ăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Сăмах май, Виктор чăннипех сывă пурнăç йĕркипе туслисенчен пĕри: «Ĕçе – велосипедпа» акцие хастар хутшăнса тимĕр урхамахне ал-ураран ямасть…

Вĕренÿ кунĕсем пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Районти пĕлÿ паракан учрежденисем пурте çĕнĕ тапхăра хатĕр. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвне шута илсе çирĕплетрĕ. Шкулсенче хăрушсăрлăх требованийĕсене пурнăçлас, пур енлĕ тивĕçлĕ условисем йĕркелес тĕлĕшпе отпуск вăхăтне пăхмасăр тăрăшнă вĕрентекенсемпе техработниксем. Куçа тÿрех курăнакан тулашри тасалăхпа тирпейлĕх, пÿлĕмсенчи хăтлăх, классемпе столовăйсенчи çĕнĕ сĕтел-пукансемпе оборудованисем, хушма хуçалăхра ăнса пулнă пахча çимĕç – пĕтĕмпех чуна савăнтаракан пулăм. Районти кашни шкулта тенĕ пекех историпе тăван тавралăх музейĕсем ĕçлеççĕ. Аваллăхпа çыхăннă эткерлĕхе пухса йĕркеленĕ кĕтессем ача сачĕсенче пурри те питĕ вырăнлă.

Пĕлÿ çурчĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессинче попечительсен канашĕсен, ашшĕ-амăшĕсен, уйрăм пайтаçăсен тÿпи çав тери пысăк. Çапла майпа вĕсем вĕренÿпе воспитани ĕçĕн никĕсне тÿрремĕнех çирĕплетме пулăшаççĕ. Спонсорсен активлăхĕ уйрăмах Лаш Таяпа тата Курнавăш ял тăрăхĕсенче аван палăрать.

Кăçал районти шкулсенче пĕрремĕш класа 149 ача килет, иртнĕ çул 272 пулнă. Хăш-пĕр учреждение пĕр шăпăрлан çеç пуçласа пырасси те паллă. Ăна та вĕрентмеллех учителĕн. Тăкакĕ вара?

Вĕренекенсен йышĕ чакса пыни шкулсене ирĕксĕрех пĕрлештерме хистет – пурнăç çапла ыйтать. Çавна май çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри шкулĕсем Елчĕк, Хăвăлçырма шкулĕ Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсен филиалĕсем пулса тăрĕç. Асăннă вăтам шкулсенче пĕтĕм услови патшалăхăн хальхи стандартне тивĕçтерÿллĕ. Вĕсенчи педагогсен, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем Раççей шайĕнче çулсерен туптанса пыни те ытахальтен мар. Елчĕкри вăтам шкула физика предметне вĕрентме 5 миллионлăх приборсемпе вĕренÿ хатĕрĕсем уйăрнă. Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта районти педагогсен предмет секцийĕсен занятийĕсене ирттерессине те ăнсăртран суйласа илмен.

Канашлура çуллахи вăхăтшăн уйрăмах çивĕч тăракан ыйтупа – пушар хăрушлăхĕ пирки пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев тухса калаçрĕ. Шел пулин те, «хĕрлĕ автан» синкерĕ хамăр тимсĕрлĕхе пула час-часах шар кăтартать, пурнăç тăршшĕпе пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă пурлăха тĕп тăвать. Пушар ытларах йăлара усă куракан электроприборсенчен, юсавсăр мунча кăмакисенчен тухать. Çуртсене шал тата тулаш енчен пластик материалсемпе капăрлатни те хушма хăрушлăх кăларса тăратать: çунаканскере сÿнтерме хĕн, тĕтĕм-сĕрĕмĕ çынна туххăмрах антăхтарать. Яваплăх кашни кил хуçинчен хăйĕнчен килет пулин те, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пурин те тимлĕ пулмаллине, çынсемпе уйрăммăн ĕçлемеллине палăртрĕ. Ĕлĕкхи ырă йăлапа кас е урам хуралĕсене йĕркеленин витĕмĕ те пулма кирлех.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code