Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Автобуссем çула тухма хатĕр

Автобуссем çула тухма хатĕр

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн районти шкулсенчи 12 автобус та техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.

Паянхи автобуссем ачасене илсе çÿреме питĕ меллĕ, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем, шкул портфелĕсене хумалли ятарлă вырăн тата çулçÿреве çăмăллатма пулăшакан ытти хатĕр те пур.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă çитменлĕхсене вырăнтах татса панă. Автобуссен водителĕсемпе инструктаж ирттернĕ. Водительсем пирки калас пулсан, вĕсем кашниех опытлă, руль умĕнче пĕрремĕш кун мар. Пурин те докуменчĕсем йĕркеллĕ, техника – юсавлă.

– Пĕр сăмахпа каласан – автобуссем ачасене шкула илсе çÿреме хатĕр, – пĕлтерчĕ райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ИМЦн аслă методисчĕ Сергей Скворцов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code