Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телейлĕ мăшăр

Телейлĕ мăшăр

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уявра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Лаш Таяпари Таисия Христофоровнăпа Николай Иванович Ершовсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысланă.

Вĕсем пурнăçăн анлă çулĕпе 63 çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Иккĕшĕ те çичĕ класс пĕтерсенех «Слава» колхозра ĕçлеме тытăннă. Николай Иванович малтан выльăх пăхнă çĕрте, ферма заведующийĕнче, кайран нумай çул осеменаторта вăй хунă. Ун чухнехи Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозри халăх хуçалăхне аталантарнăшăн нумай наградăна тивĕçнĕ — ВДНХ куравĕнчен те 4 медальпе таврăннă вăл!

Таисия Христофоровна та ĕç ветеранĕ, «Амăшĕ героиня» ята тивĕçнĕ.

Ершовсем пилĕк ача çуратса ỹстернĕ — виçĕ хĕр те икĕ ывăл, вĕсене пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ, воспитани панă. Чи кирли — çынлăхлă, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма, хуйхăра та савăнăçра та пĕрле пулма вĕрентни.

Ачисем ашшĕпе амăшне Правительство çуртĕнче чысланă кун та, хăйсем епле ĕçлĕ пулнине пăхмасăр, ушкăнпа — ачисем, кĕрỹшĕсем, кинĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем (Тутарстанран, Санкт-Петербургран) — 20-е яхăнăн чечек çыххисемпе хăйсен хаклăран та хаклă çыннисене саламлама килсе çитнĕ.

— Пирĕн йыш тата пысăкрах, çемье уявĕсенче пурте пĕрле пухăнсан 100 çынтан та иртетпĕр, — тет Ершовсен кĕçĕн ывăлĕ Владимир. Хĕрĕсем — Иринăпа Антонина та ашшĕпе амăшне чун-чĕререн хисеплекенскерсем, вĕсем питĕ тирпейлĕ, сăпайлă, таса чунлă çынсем пулнине çирĕплетрĕç. Ку сăмахсенче пĕрре те ỹстерсе калани çук. Ял-йыш та вĕсем пирки çакнах каланă пулĕччĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code