Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Рентген сиен кÿмест

Рентген сиен кÿмест

Тĕнчере чи анлă сарăлнă инфекци чирĕсенчен пĕри вăл – туберкулез. Ытларах чухне вăл сывлав органĕсене сиенлет. Тавралăха туберкулез палочки чирлĕ çынсен е чĕрчунсен шăкĕ, сурчăкĕ, сĕчĕ, пÿрĕ урлă сарăлать. Вăл пÿрлĕ вырăнта эрни-эрнипе, уйăхĕ-уйăхĕпе пурăнма пултарать. Сывă çынна лексен пур микроб та чире пуçарса яраймасть. Вăл микробсен хисепĕнчен, организмăн чире хирĕç кĕрешес шайĕ мĕнле пулнинчен тата ытти пулăмсенчен килет. Юлашки вара ĕçпе канăва мĕнле йĕркеленипе, апат-çимĕç пахалăхĕпе тачă çыхăннă. Малтанах çын хăй чирленине туймасть те. Ваттисем юлашки вăхăтра тăтăшах ÿсĕрнипе, пирус туртнипе, шăнса пăсăлнипе, çулсем иртнипе çыхăнтараççĕ, çавăнпа медицина пулăшăвĕ ыйтма та пымаççĕ. Каçсерен кĕлетке тарлани, температура ÿсни, час ывăнни, вăй çукки ытти чирсемпе чирлесен те палăрать. Çавăнпа вĕсем хăйсене туберкулез лекнĕ тесе шутламаççĕ. Чире кая юлса тупса палăртсан ăна сиплесси патшалăхшăн та, çемьешĕн те хака ларать.

Раççей Сывлăх министерстви хушăвĕпе килĕшÿллĕн ача çуратакан уйрăмсенче ĕçлекенсен, ВИЧ-инфекци чирĕпе чирлекенсен, туберкулез чирĕнчен сывалнисен, наркологпа психиатр патĕнче учетра тăракансен, тĕрмере ларса тухнисен çулталăкра икĕ хут флюорографи пăхтармалла. Енчен те пурăнакан вырăнта туберкулезпа чирлекенсем йышлăн пулсан 18 çултан пурин те кашни çул флюорографи витĕр тухмалла.

Мĕн-ха вăл ФЛГ тĕрĕслевĕ? Вăл – рентген пăхни. Çак мелпе пăхса туберкулеза çеç мар, тĕрлĕ шыçă чирĕсене, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене малтанхи тапхăртах тупса палăртма пулать.

Ку сиенлĕ мар. Шалти органсене ФЛГ пăхнă чухне çын илекен рентген пайăркисен шайĕ çав тери пĕчĕк. Пиртен чылайăшĕ ФЛГ витĕр тухни сывлăхшăн сиенлĕ тесе шутлать. Çав вăхăтрах куллен 20-30 пирус туртса сывлăха сиен кÿни çинчен пуçа та илмест.

Çак кунсенче пирĕн района республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансертан ФЛГ пăхакан машина килнĕ. Вăл график тăрăх районти пур яла та çитет.

Хисеплĕ вулакансем! Хăвăр сывлăхăра тĕрĕслеттерĕр, тус-пĕлĕшĕрсене, тăванăрсене ФЛГ тĕрĕслевĕ çинчен ăнлантарса парăр. Енчен те тĕрĕслев хыççăн эсир врач патне йыхрав илтĕр пулсан, пĕр тăхтамасăр больницăна килĕр.

Л.КАПЛАМОВА,
районти фтизиатр тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code