Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуртсене юсаççĕ

Çуртсене юсаççĕ

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче «Капиталлă юсав фончĕ» коммерци шутне кĕмен организаци представителĕсем районти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче фонд специалисчĕсем нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕп юсав ĕçĕсемшĕн тÿлес йĕркесемпе, пухăнакан взносăн коэффициенчĕсемпе паллаштарнă.

2014 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2018 çулхи июль уйăхĕччен Елчĕк районĕпе тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме уйăракан взнос 5291519,15 тенкĕ пуçтарăннă. Районта тĕп юсав ĕçĕсемшĕн тÿлессипе пурĕ 629 пайăр счет пулсан, 60 счет пĕр пус укçа-тенкĕ те уйăрман. Палăртнă взноса тÿлемеллех, унсăрăн ăна судпа шыраса илеççĕ.

2014-2017 çулсенче кĕске сроклă плана пурнăçа кĕртсе районти 9 нумай хваттерлĕ çуртра 1922,9 пин тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕ пурнăçланă.

Нумай хваттерлĕ çуртăн пĕрлехи пурлăхне тĕпрен юсамалли республика программин 2018-2020 çулсенче пурнăçа кĕртмелли кĕске сроклă планĕпе килĕшÿллĕн, 2018 çулта пурĕ районти 5 нумай хваттерлĕ çуртра тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Çав шутран 2018 çулта Октябрь урамĕнчи 26-мĕш, Канаш шосси урамĕнчи 2-мĕш, 2019 çулта Андреев урамĕнчи 6-мĕш, 2020 çулта Çĕнĕ урамри 21-мĕш, Çурçĕр урамри 1-мĕш çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме пăхнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code