Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акăнакан çĕрсем пирки

Акăнакан çĕрсем пирки

Чăвашстат «Итоги Всероссийской сельскохозяйственной переписи 2016 года» изданин серийĕпе «Посевные площади сельскохозяйственных культур и площади многолетних насаждений и ягодных культур» пĕрремĕш кĕнекен тăваттăмĕш томне кăларнă.

Сборникре Чăваш Республикинчи районсенчи тата хула округĕсенчи хуçалăхсен акăнакан çĕрсен лаптăкĕсене, нумай çул ÿсекен курăксен тата улма-çырла культурисен лаптăкĕсене кăтартнă. Çавăн пекех теплицăсемпе парниксене еплерех усă курнине, çĕр пулăхне ÿстерес тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине те палăртнă.

2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕн итогĕсем тăрăх, хуçалăхсенчи ял хуçалăх культурисем акакан лаптăк 2006 çулхи шайрах – 556 пин гектар йышăнать. Фермерсем усă куракан çĕр лаптăкĕ 103 пин гектар ытла ÿснĕ, çав вăхăтрах ял хуçалăх организацийĕсенче, ял çыннисен хуçалăхĕсенче чакнă.

Кĕнекесен электронлă версийĕсене Чăвашстатăн официаллă сайтĕнче /http://chuvash.gks.ru/ «Переписи и обследования /Переписи/ Всероссийская сельскохозяйственная перепись-2016»/ сыпăкра тĕплĕнрех паллашма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code