Суббота, Октябрь 20, 2018
Главная > Новости > Дружинниксем тупăшрĕç

Дружинниксем тупăшрĕç

Обществăри йĕркелĕхе сыхлас ĕçре дружинниксем витĕмлĕ вăй пулса тăраççĕ. Елчĕк районĕнчи халăх дружини шаннă тивĕçе çирĕп пурнăçлакан, яваплăха туякан 10 çынран тăрать.

Муниципалитет йĕркелĕхне тивĕçтерме хутшăнакансем районта иртекен халăх йышлă хутшăнакан мероприятисенче дежурство йĕркелеççĕ. Дружинниксем ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле тĕрлĕ рейдсене те хутшăнаççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра вĕсем административлă право йĕркине пăснă 11 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Нумаях пулмасть Елчĕкри полици пайĕнче дружинниксен хушшинче «Чи лайăх халăх дружинникне палăртасси» ятпа конкурс иртрĕ. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче — çуран чупасси, тăршшĕне сикесси, пăшалтан пересси тата ытти те — тĕрĕсленчĕç вĕсем, çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине палăртакан тест витĕр тухрĕç. Конкурса Елчĕк район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин тата полици сотрудникĕ Алексей Карабурнашев ертсе пычĕç.

Ăмăртура пĕрремĕш вырăна Николай Волков (Аслă Елчĕк) тухрĕ. Вăл район чысне çывăх вăхăтра республика шайĕнчи конкурсра хỹтĕлĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Виктор Демьяновпа (Елчĕк) Владимир Николаев (Ĕнел) йышăнчĕç.

Еена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: конкурс саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code