Раççей Федерацийĕн цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Волин «Известия» хаçатра халăха оборудованисем туянмашкăн ĕлкĕрччĕр тесе федераци каналĕсене хальхи форматпа кăтартассине 2019 çулхи январĕн 14-15-мĕшĕччен тăсасси пирки пĕлтернĕ. Министр çумĕ каланă тăрăх цифра приставки хальхи вăхăтра 700-800 тенкĕрен кая мар тăрать.
Цифрăллă телекурав çине куçни халăха абонент тÿлевĕсĕрех 20 канал пысăк пахалăхпа курма май парĕ.