«Вăрман амнистийĕ» харпăрлăх хуçисен прависене хÿтĕлеме тата вăрмансене сыхласа хăварма май парать.
Чăваш Республикин территорийĕнче 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрман фондне кĕрекен 1000-е яхăн çĕр лаптăкне, пурĕ 596 пин гектар шута илнĕ. Кадастр палати «вăрман амнистийĕ» саккун вăрман реестрĕнчи куçман пурлăх реестрĕнчи хирĕçле кăтартусенчен хăтăласси, вăрмансене сыхласси, тÿрĕ кăмăллă, йĕркене пăхăнса çурт-йĕр хăпартнă харпăрлăх хуçисен прависене хÿтĕлесси çине тимлĕх уйăрать.
Харпăрлăх хуçин тĕп йĕркене пăхăнмалла: çĕр лаптăкне куçман пурлăх реестрĕнче шута илмелле, урăхла каласан, кадастр номерне илмелле.