Çирĕп сывлăхлă та хитре пулни тĕрĕс апатланнинчен те килет. Çакăн пек чухне çын хăйне вăйлă туять. Апла пулсан кун йĕркине мĕнле тытса пымалла-ха?
Апата 4-5 хутчен сахал порципе çимелле. Апатланнă хушă ытла вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, кахал апачĕ, каçхи апат тумалла. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле.
Апата кашни кун пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Вăл апат хуранне тата пыршăсене лайăх ĕçлеме пулăшать. Тăвара сахалрах ярăр. Йод хушни усăллăрах.
Сахăрпа нумай усă курма юрамасть. Ăна кунне 5-6 чей кашăкĕнчен ытла çимелле мар. Сахăра пылпа улăштарсан лайăхрах. Анчах ăна вĕри чей çине ямалла мар. Унăн усăлăхĕ чакать.
Кун каçипе таса шыв ĕçни усăллă. Вăл ÿт-тире типсе кайма памасть, тĕрлĕ кирлĕ мар токсинсене организмран тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5-2 литр шыв ĕçмелле.
Кунне 400-500 грамм тĕрлĕ çимĕç çимелле /панулми, груша, купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр…/. Чĕрĕ пахча çимĕç организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе, клетчаткăпа пуянлатать. Чĕрĕлле çиме юраманнисене духовкăра пĕçерсе çисен усăллă.
Апата пĕçернĕ чухне нумай вĕретме ан тăрăшăр. Ăна ăшăтса тепре çисен унăн пахалăхĕ чакать. Çакă сывлăха та сиен кÿме пултарать, тĕрлĕ чир-чĕр пуçланасран та хăрушă.
Хăвăр рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла: аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахча çимĕç, çырла, мăйăр, кăмпа, ÿсен-тăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк /петрушка, укроп, серте, пултăран тата ытти те/, çăкăр.
Каçа кофе е чей ĕçме юрамасть. Çакă çывăрма чăрмантарма пултарать. Типĕ апатпа усă курма ан тăрăшăр. Вăл апат хуранне сиен кÿрет, ытлашши тулса кайма пулăшать.
Тĕрĕс апатлансан эсир хăвăра яланах лайăх туятăр, сывă пулатăр, çамрăк курăнатăр.
Л.МАЙКОВА,
Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕн тухтăрĕ.