Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çăмăлттайлăха каçармасть

Çăмăлттайлăха каçармасть

Республикăра ВИЧ-инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланас ыйтусемпе çыхăннă Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ертсе пынă.

Патшалăх Стратегийĕн тĕп задачисенчен пĕри çĕршывра 2020 çул тĕлне ВИЧ-инфекцийĕпе чирлекенсен тата вилекенсен йышне чакарасси пулса тăрать. Патшалăх Стратегине пурнăçа кĕртес тĕллевпе республикăра курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Çак хăрушă вируспа чирлĕ çынсен 92,7 процентне тăтăшах сăнаса, сиплесе тăраççĕ.

– Пĕтĕмĕшле илсен Чăваш Республикинче ВИЧ-инфекцин эпидемилле лару-тăрăвĕ Атăлçи Федераци округĕнчен тата Раççей Федерацийĕнчен ăнăçлăрах, – тесе пĕлтернĕ ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Владимир Дубов.

Кăçалхи тăхăр уйăхра республика халăхĕн 17,7 процентне ВИЧ-инфекцирен тĕрĕсленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 13,1 процент пысăкрах. Çав вăхăтрах çак тапхăрта чирлĕ 242 çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен нумайăшĕ ВИЧ-инфекцие ар çыхăнăвĕ урлă ертнĕ.

Ларура Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левыя та сăмах панă. Вăл районта çак хăрушă чире хирĕç кĕрешсе мĕнле ĕçсем пурнăçланине тата ВИЧ-инфекцин тăхăр уйăхри эпидемилле лару-тăрăвĕ пирки каласа панă.

Кăçалхи тăхăр уйăхра районта ВИЧ-инфекциллĕ 1 çынна тупса палăртнă. Чир пуçланнăранпа районта 37 çынна унпа чирлине регистрациленĕ. Вĕсенчен 24-шĕ арçын, 13-шĕ хĕрарăм. 5 çын вилнĕ, вăл шутран СПИДран – 3 çын. Хальхи вăхăтра районта ВИЧ-инфекцийĕ ертнĕ 28 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 11-шĕ районтах пурăнать.

Чирлисен йышĕнче ытларах çамрăксем, уйрăмах 21, 39, 51 çулсенчи арçынсем. Вĕсенчен чылайăшĕ ниçта та ĕçлемест.

2000 çултанпа районта ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕсенчен 8 ача çуралнă. Пепкесен çак диагноз палăрман.

Районта çак чир çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра 2195 çынна, район халăхĕн 12,6 проценчĕ, ВИЧ-инфекцирен тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех медицина ĕçченĕсем шкулсенче, тĕрлĕ коллективсенче пулса профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ, ВИЧ-инфекцирен епле хÿтĕленмеллине ăнлантарса буклетсем валеçеççĕ. Уçă алăксен кунĕсенче хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерес кăмăллисене юн анализĕ илеççĕ. Хăйĕн ВИЧ-статусне кашнийĕн пĕлмелле, çавăнпа та кирек кам та юна ята палăртмасăр та пама пултарать. Уйрăмах Пĕтĕм Раççейри «ВИЧ/СПИД, чарăн» акци çÿллĕ шайра иртет. Шурă халатлă ĕçченсем район хаçатĕнче чиртен мĕнле сыхланмалли çинчен статьясем пичетлесех тăраççĕ.

Аса илтеретпĕр, ВИЧ-инфекцирен хÿтĕленмелли чи лайăх мел – гигиена воспитанийĕ. Наркотиксемпе, психотроплă япаласемпе иртĕхни, ар çыхăнăвне тĕрлĕ çынпа кĕни хăрушă инкек патне илсе пынине кашнийĕнех лайăх ăнланмалла. Ку чухне сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăрушă вирус çăмăлттайлăха каçармасть. Вилĕм патне илсе пыракан чиртен сыхланасси хамăртан кăна килет.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code