Понедельник, Июнь 1, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Германовсем – ырă йăхран

Германовсем – ырă йăхран

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти музейра урок ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак ĕçе эпир хамăр тăрăхри паллă çынсемпе ачасене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллеве асра тытса йĕркелетпĕр. Музейра урок иртттерме меллĕ те – истори материалĕсем пĕтĕмпех куç умĕнче.

Чăннипех, Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнче чыса, хисепе тивĕçлĕ çынсем сахаллăн мар. Çак уроксенче вĕренекенсем паллă артистсен – Иван тата Вячеслав Христофоровсен, Петр Пупин скульптор тата ытти паллă çынсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Черетлĕ урокра вара вĕренекенсем вăхăт нумай иртнĕрен самай саралса шупкаланма ĕлкĕрнĕ, анчах тĕлĕнмелле хаклă хута асăрхарĕç. Кĕнеке хуплашки çине «Виталий Германович Германов /1906-1983 çулсем/, медицина ĕçченĕ» тесе çырнă. 1953 çулта Виталий Германов тирпейлĕ те хитре почеркпа çырнă страницăсенчи йĕркесемпе ачасем кăсăклансах паллашрĕç:

«Эпĕ 1916 çулта Аслă Шăхалĕнчи пĕр сыпăклă шкула вĕренме кĕтĕм. 1922 çулта унтан вĕренсе тухнă хыççăн 1930 çулхи февраль уйăхĕччен хуçалăхра ĕçлесе пурăнтăм. Кĕçĕн Елчĕкре колхоз председателĕсене хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă хыççăн 1930-1932 çулсенче Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче колхоз председателĕ пулса ĕçлерĕм. 1932 çулхи февраль-август уйăхĕсенче Патăрьелĕнчи медицина ĕçченĕсене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Тĕмерти фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме вырнаçрăм. 1936-1937 çулсенче Канашри медицина училищинче, 1937-1940 çулсенче Çĕрпÿри фельдшерсен шкулĕнче вĕрентĕм. Ун хыççăн мана хамăр районти Шăмалакри тухтăр участокĕн заведующийĕ пулма çирĕплетрĕç. 1940 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕччен пуçласа 1941 çулхи апрель уйăхĕччен Хабаровскри Хĕрлĕ Çăлтăрлă Амур флотилийĕн госпиталĕнче çар фельдшерĕ пулса вăй хутăм. Мана «Медицина службин аслă лейтенанчĕ» ят парса чыс турĕç. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче 144-мĕш стрелоксен дивизийĕн транспорт ротин медсанчаçĕн фельдшерĕ пултăм. А.В.Вишневский паллă профессорпа юнашар тăрса вăрçă вĕçленичченех аманнă салтаксене операци тума хутшăнтăм.

1946 çултан тытăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Кĕçĕн Шăхалĕнчи, Çĕнĕ Пăвари фельдшер пункчĕсенче заведующи пулса ĕçлерĕм».

Вĕренекенсем Виталий Германовăн кун-çулĕпе паллашнă хыççăн çак пултаруллă çын пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе ялти ватă çынсемпе тĕл пулса калаçрĕç, хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсенчен те тĕплĕн ыйтса пĕлчĕç. Аслă ăрури çынсем, чăнах та, ăна лайăх астăваççĕ, ун пирки нумай ырă та ăшă сăмахсем калаççĕ. Хамăрăн кăсăкланăва тивĕçтерес тесе Виталий Германовичăн хĕрĕпе, Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Луиза Виталиевна Викторовăпа та тĕл пулса калаçас шухăш çуралчĕ. Ăш пиллĕ те ырă кăмăллă Люся аппа пире хăйĕн хăтлă та тирпейлĕ кил-çуртĕнче хапăл тусах кĕтсе илчĕ. Ял çамрăкĕсем ашшĕн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашма кăмăл тунине пĕлсен вăл, пушшех, хĕпĕртĕвне пытараймарĕ, калаçăва кăмăлтан хутшăнчĕ:

«Аттен çутă сăнарĕ паянхи пекех куç умĕнче. Вăл 1927 çулта авланнă, Кĕçĕн Шăхаль хĕрне Анна Степановна Степановăна качча илнĕ. Пурнăçĕн çулĕ вара çăмăл килмен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче, колхозсем йĕркеленме анчах тытăннă тапхăрта, вăл колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Çак хирĕçÿллĕ çулсенче, пĕлетĕп, аттене вĕлерес тесе шут тытнă çынсем те пулнă, тетчĕç. Çавăнпа асанне ăна çынсене ырă кÿмелли ĕçе вĕренме хушнă. Сăмах май, асанне хăй те эпи карчăк тивĕçĕсене пурнăçланă – хĕрарăмсене ача çуратма пулăшнă, алă-ура шăммисем сиксен вырăна лартма пĕлнĕ.

Аттепе анне çав териех килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнатчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те хăйсен ĕмĕрне Турра шанса, ĕненсе пурăнса ирттернĕ. Эпир, ачисем, вĕсем сасă хăпартса калаçнине те илтмен. Анне пире мĕн пĕчĕкрен аттене хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ. Ялти чирлĕ çынсем те килех пырса çÿретчĕç. Атте вĕсене яланах сĕтел хушшине лартса чей ĕçтернĕ. Аттепе пĕр тăван пулнă Укахви – монахиня, тетесем – Макарпа Василий те – монахсем. 1947 çулта вилнĕ Укахви аппан вил тăпри çине лартнă йывăç хĕрес вара çак вăхăтчен те çĕрĕшмен.

Çемьери 7 ачана ура çине тăратма çăмăл пулман. Апла пулин те пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл вăхăтра 8-10-мĕш классенче шкулта вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ укçа тÿлемеллеччĕ. 1956 çулта, эпĕ шăпах 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне, çак йĕркене пăрахăçларĕç.

Атте сăнĕпе çутă, кĕлеткипе çÿллĕ арçынччĕ. Вăл çынна хисеплесе итлеме те, тивĕçлĕ хуравне пама та пултаратчĕ. Çемьепе ларса апатланнă хыççăн сĕтел хушшинчен малтан атте тухатчĕ, ун хыççăн – анне, кайран эпир – ачисем. Хăй çемйишĕн, хăй ачисемшĕн çеç мар, пуриншĕн те тăрăшатчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хăй ирĕкĕпе шкул ачисене малтанхи медицина пулăшăвĕ памалли йĕркесене хăнăхтарчĕ.

Аттепе çыхăннă тепĕр саманта та асрах тытатăп. Вăл Макар тетене /монаха/ шыраса /выçлăх çулсем пулнă/ Муром тăрăхне кайнă. Ун чухне вăл çак тăрăхри вăрманти çĕр пÿртре пурăннă, суккăрланнă пулин те хăй патне пынă çынсене сыватнă. Вăл аттене яла таврăннă чухне «Милующая» турăш парса янă. Çак хăватлă турăш ăна шыв-шур вăхăтĕнче Кĕçĕн Пăла урлă тĕрĕс-тĕкел каçма та пулăшнă: атте турăша шыв çине – хырăмĕ айне хунă та сарăлса кайнă çырма урлă чиперех ишсе каçнă.

Атте 1983 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Вăл çынсемшĕн тăрăшса пурнăçланă ырă ĕçĕсем вара пирĕн асăмăрта – ĕмĕрлĕхе. Германовсен йăхĕнчен çак вăхăтчен 21 медицина ĕçченĕ тухни те аттен пехилне асра тытса пурăннине çирĕплетет», – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнчи хисеплĕ ĕç ветеранĕ Луиза Виталиевна.

…Ырă ят укçаран та хаклăрах. Çын хушшинче ятлă-сумлă пулас тесен Виталий Германович Германов пек ырă çын пулмалла, çынсене пулăшса ырă ĕçсем тумалла…

С.ПАВЛОВА,
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code