Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йĕрке – çĕнĕ ыйтусем

Çĕнĕ йĕрке – çĕнĕ ыйтусем

Чăваш Республикинчи коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем тавра, хальхи вăхăтра уйрăмах, халăх хушшинче тĕрлĕрен калаçнине илтме пулать. Ку енĕпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикинчи «Экоцентр» МВК» ОООн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕпе Татьяна Адюковăпа çыхăнтăмăр, унран хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр.

– Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен шутне мĕн кĕрет?

– Коммуналлă хуçалăхри хытă каяш вăл – хуçалăхра усă курнă май хăйĕн пахалăхне çухатнă тĕрлĕрен япала, тавар. Унсăр пуçне, юридици сăпачĕсемпе уйрăм çынсем усă курнă, ытти ĕç-хĕлрен пулнă, кирлĕ мара тухнă ăпăр-тапăр та хытă каяш шутне кĕрет. Çакăн пирки Федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă «Производствăри тата усă курнă хыççăнхи каяшсем çинчен» саккунĕн 1-мĕш статйинче уçăмлăн палăртса çырнă.

– Хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕçлекен регион операторĕн юридици сăпатне кам тата мĕнле майпа палăртнă? Чăваш Енре ăна мĕн вăхăта суйланă?

– I-IV хăрушлăх класне кĕрекен каяшсене пухма, тиесе тухма, утилизацилеме тата сиенсĕрлетме вырнаçтарас тĕлĕшпе лицензи илнĕ, Раççейре регистрациленнĕ «Экоцентр» МВК» ООО малтан Чăваш Республикин Строительство, архитектура, тата çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви 2017 çулта регион операторне суйласа илес тĕллевпе ирттернĕ конкурса хутшăннă. Конкурс кăтартăвĕсем тăрăх хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕçе асăннă предприяти йĕркелесе пыма тивĕç çĕнсе илнĕ. Килĕшĕве 10 çуллăха çирĕплетнĕ.

– Регион операторĕн ĕçĕсен хакне кам палăртать? Вăл мĕнле йĕркепе никĕсленет?

– Пĕрлехи тарифа Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби палăртать. Регион операторĕн ĕçĕсен хакне палăртнă чухне çакна шута илеççĕ:

– контейнерсенчи коммуналлă хытă каяша тиесе каяссипе çыхăннă тăкаксене;

– хальхи вăхăтра ĕçлекен полигонсенче тата каяшсене тирпейлекен объектсенче çирĕплетнĕ тарифсемпе килĕшÿллĕн тĕп тунин тата тирпейленин хакне;

– регион операторĕ хăй йĕркеленĕ ĕçĕсемпе çыхăннă тăкакĕсене.

– Çак ĕçсемпе çыхăннă ĕçсемшĕн тÿлес йĕрке пирки районта пурăнакансене тепĕр хут ăнлантарса пани те ытлашши пулмĕ.

– Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлессинчи тÿлевсене палăртнă чухне Чăваш Республикин территорийĕнче обществăлла вырăнсенче тата пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчи коммуналлă хуçалăхра пухăннă каяшсен тĕлĕшпе çирĕплетнĕ норматива тĕпе хунă. Уйрăммăн илсен, çакна шута илнĕ:

– пĕр çын пуçне çулталăкра пухăнакан /2,02 кубла метр/ кăтартăва;

– регион операторĕ пулăшу ĕçĕсен тĕлĕшпе çирĕплетнĕ тарифа;

– хваттерте, уйрăм çуртра ялан е вăхăтлăх пурăнакан çынсен шутне.

– Регион операторĕ санкцилемен çÿп-çап куписене пĕтерессипе ĕçлет-и?

– Регион операторне çак купасем ăçта вырнаçнине пĕлтермелле анчах. Ун хыççăнах специалистсем вырăна тухса акт çыраççĕ. Харпăрлăх хуçине асăрхаттарнă хыççăн çитменлĕхрен хăтăлма вăхăт параççĕ. Йĕркесĕрлĕхе 30 кунра пĕтермесен регион операторĕ саккун ыйтнă пек ĕçе пикенет. Çÿп-çапа тасатассипе, тиесе тухассипе хăй енчен пулнă тăкаксене суд урлă шыраса илме пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code