Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн тимлĕх унăн чунне ăшăттăр

Пирĕн тимлĕх унăн чунне ăшăттăр

Хальхи вăхăтра Елчĕк районĕнчи сусăр ачасенчен 5-шĕ вĕренÿ тытăмĕн Раççей Федераци шайĕнчи ятарлă программипе килĕшÿллĕн килте пĕлÿ илет. Вĕсенчен пĕри Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Егор Мешков.

Сăмах май, Аслă Елчĕкри шкулта вĕренекенсем хушшинче йывăр шăпапа тĕл пулнă ачасем тата иккĕн: Артур Кудряшовпа Надежда Яковлева. Сусăр ачасемпе ĕçлеме çăмăлах та мар. Вĕрентекенĕн чи малтанах унăн ăс-хакăлне, пултарулăхне тата ăна мĕн кăсăклантарнине шута илмелле. Уроксене кăсăклă, усăллă ирттермелле. Çав вăхăтрах çак ачасем хăвăрт ывăннине те асра тытмалла.

Егор Мешковпа 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне ĕçлеме пуçларăм. Çак тапхăрта хам валли паха опыт пухрăм. Малтанхи вăхăтра, кашни урока ирттерме тĕплĕн хатĕрленеттĕм пулсан та, ачана кăсăклантарма çăмăлах марччĕ. Унăн вĕренес туртăмĕ пысăк, анчах вăл хăвăрт ывăннине тата пысăк калăпăшлă произведенисене вуласа çитерейменнине асра тытса методикăна улăштартăм – кĕске содержаниллĕ пĕчĕк кĕнекесем пухса хатĕрлерĕм. Чĕлхе урокĕсенче те пуплевпе çыру ăсталăхĕ ан чактăр тесе кĕске сочиненисем çыртаратăп. Тухăçлăрах калăпланнă хайлавсене районта, республикăра тухса тăракан хаçат-журнала ярса параттăм. Хăй çырнисем хаçатра пичетленсе тухнине курсан Егор тата ытларах савăннине унăн ашшĕпе амăшĕ те çирĕплетрĕç. Ырă тĕслĕхсемпе хавхаланнă вĕренекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнас ĕмĕтпе çунатланчĕ. Тепĕр тесен, ăс-тăн енĕпе илес пулсан Егор урамра чупакан ытти ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вĕрентекенĕ пулăшнипе вăл хăй тĕллĕнех сăвă йĕркисене шăрçалама пуçларĕ. Пĕррехинче иксĕмĕр «Хавхалану» журналти ÿкерчĕклĕ сăвăсемпе паллашнă хыççăн унăн пултарулăх ăмăртăвне хутшăнас шухăш çуралчĕ. Пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕмĕте пурнăçа та кĕртрĕмĕр. Унăн хĕпĕртĕвне эпĕ хăй илме тивĕçлĕ пулнă хисеп хучĕсемпе дипломсене панă чухне курса савăнтăм.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче пултаруллă шкул ачисене тупса палăртас тĕллевпе республикăри вĕренÿ институтĕнче «Реклама тĕнчи» конкурс иртрĕ. Районсемпе хуласенчи йышлă ача-пăча хутшăннă çак конкурсра «Чи лайăх видеоролик» номинацире пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ.

«Пĕр алăри пÿрнесем – пĕр çемьери пек вĕсем» ятпа ÿкернĕ реклама кашни çемье пĕр чăмăрта пулмаллине çирĕплетет. «Эпир кашнийĕ расна, çапах пĕр шухăшлă», – тесе палăртать проект авторĕ. Паллах, çак çитĕнĕве тума Егорăн ашшĕпе амăшĕ те питĕ нумай тăрăшрĕç.

Ман шутпа, Егор пек ачасем хăйсене шелленине, ачашланине юратмаççĕ. Чи кирли – вĕсемпе юлташ пек калаçма, вĕсен пĕчĕк ĕçне те пысăка хурса хаклама пĕлни, шухăш-ĕмĕтне шута илсе пурнăçа кĕртме пулăшни.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code