Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çул çути йăл! çуталчĕ

Çĕнĕ çул çути йăл! çуталчĕ

Валерий Изратов предприниматель харпăрлăхри – Елчĕкри Октябрь урамĕнчи куллен кирлĕ таварсемпе суту-илÿ тăвакан «Водолей» лавкка тата автомойка вырнаçнă самай пысăк территорие хальхинче те районти пур предприятипе организацирен те маларах Çĕнĕ çул «тумĕпе» капăрлатма пултарнине курса пĕр тĕлĕнмелле, пĕр савăнмалла. Ыттисем те: «Хăш вăхăтра ĕлкĕрет?», – теççĕ çак ларма-тăма пĕлмен çын пирки сăмах пуçарсан.

Хĕвел тухăç календарĕ 2019 çул сарă çĕр сыснин çулталăкĕ пулнине çирĕплетет. Çавна май сăн ÿкерчĕкри чĕр чунăн кÿлепине епле калăпласси, мĕнле материалпа усă курасси çинчен Валерий Васильевич малтанах тĕплĕн шутланă. Паллах, унăн чун-чĕринче ÿнерçĕ ăсталăхĕ те пысăк. Унсăрăн, никам пулăшăвĕсĕр, вăл каснă-лартнă пек – ăнăçлă пулса тухаяс çук.

Çĕнĕ çулталăкăн паллине – çак лăпкă, ырă та ачаш чĕр чуна /сысна вăл шăпах çакăн пек/ çын умне кăлариччен самай вăй парса ĕçлеме тивнĕ, тĕрлĕрен материал та сахал мар кайнă. «Строительствăра усă куракан 2 михĕ гипс, 5 метр ытла пахча сетки… миçе витре шывпа усă курнине пĕлместĕп», – тет сăмаха та ăста, уншăн «кивçене» çÿремен Валерий Изратов.

Кунти хаваслă сăн-питлĕ Хĕл Мучипе Юр Пике те иртен-çÿрене ăшшăн-ăшшăн, алă парса кĕтсе илнĕн туйăнать. Лăс туратлă симĕс чăрăша вара халь тин вăрмантан кÿрсе килнинчен уйăрса илеймĕн. Перекетлĕ те типтерлĕ хуçа çут çанталăк ырлăхне, вăл кÿрекен пуянлăха упрассишĕн тăрăшнине те аса илмесĕр иртессĕмĕр килмест. Вăрманта селĕм çитĕнекен чăрăша тĕпрен касма ниепле те хăю çитереймен вăл – çакна тума алли çĕкленмен. Уншăн Аслă Таяпа вăрманне çитсе чăрăшăн ытлашши усăнса аннă турачĕсене кÿрсе килни те çителĕклĕ пулнă. Çак туратсенчен чăн-чăн чăрăш йĕркелессине те пĕтĕмпех хăй шутласа кăларнă.

Валерий Изратов предпринимателĕн ырă тĕслĕхне курса районти пур предприяти-организацире те Çĕнĕ çул çути йăл! çуталасса пĕлсе тăратпăр.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Телейлĕ пулма çынна нумай кирлĕ-и; Нина тата Валерий Изратовсем районта пурăнакансене çакăн пек илемпе савăнтарма пултарнипе те хавхаланаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code