Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 2018 çулхи тĕп спорт уявĕ

2018 çулхи тĕп спорт уявĕ

Футбол асамлăхĕ

2018 çулта Раççейри 11 хулари 12 стадионта футбол енĕпе 21-мĕш тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Сочи, Ростов, Самара, Екатеринбург, Чулхула, Волгоград, Калининград, Саранск тĕнчери чи вăйлă 32 командăна йышăннă.

Чемпионат историллĕ «Лужники» стадионта уçăлчĕ. Тĕп хулари аренăна 85 пин çын йышăнчĕ. Пĕрремĕш вăйăра Раççей команди Сауд Аравин коллективĕнчен 5:0 шутпа выляса илчĕ. Голсене Юрий Газинский, Денис Черышев /иккĕ/, Артем Дзюба, Александр Головин тапса кĕртрĕç.

Тĕнчери информаци агентствисем чемпионат пĕтĕм енĕпе чи çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç. Бразили, Перу, Мексика, Швеци, Марокко, Серби, Исланди çĕршывĕсенчи футбол тусĕсем Хĕрлĕ лапам çывăхĕнчи Никольски урамĕнче «Катюша» юрра вырăсла шăрантарни питĕ кăмăллă пулчĕ. «Тавтапуç» – «спасибо» сăмаха акăлчан, нимĕç, франци, испани, итали, араб чĕлхисемпе «сенкью», «данке», «мерси», «грациас», «грацио», «чукран лаке» тенине пĕтĕм Московире илтме май пулчĕ. Футбол мундиалĕ халăхсене пĕрлештерчĕ, туслаштарчĕ, çав вăхăтрах хăш-пĕр чăркăш политиксене ăслăрах пулма вĕрентрĕ. Тĕрлĕ континент, çĕршыв, наци, чĕлхе, культура çыннисем пĕр-пĕрне ăнланни, пĕрле пулса савăнни – тĕлĕнмелле илемлĕ!

Тĕнче чемпионĕн ятне пĕтĕм турнир вăхăтĕнче питех те ăслă футбол кăтартма пултарнă Франци команди çĕнсе илчĕ. Кĕмĕл медале хăйĕн талантлă вăййипе Хорвати коллективĕ тивĕçрĕ. Илемлĕ футбол кăтартнă Бельги команди – 3-мĕш вырăнта.

Раççей команди чĕрĕк финалти çивĕч кĕрешÿре хорватсене выляса ячĕ – тĕп тата хушса панă вăхăт 2:2, пенальти тапни 2:3 шутпа вĕçленчĕ. Пирĕн футбол дружини тĕнчери чи лайăх 8 команда йышне кĕчĕ. Çĕнĕ тапхăрта çакăн пек кăтарту пулманччĕ тĕнче чемпионачĕсенче. Вылякансене РФ Спорт министерстви «Тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ» ятсене парса чыс турĕ. Командăн тĕп тренерĕ Станислав Черчесов Владимир Путин Президент аллинчен Александр Невский орденне тивĕçрĕ.

Пирĕн чĕресен чемпионĕсем

Игроки милостию Божьей.
Личность, осененная Божьей искрой.

Кашни спорт ăмăртăвĕн хăйĕн чемпионĕсем пулаççĕ. Эпĕ хамăн шутпа турнирăн чи лайăх 11 выляканне тата тренерне палăртатăп. Вĕсем: Игорь Акинфеев, Сергей Игнашевич, Денис Черышев /Раççей/; Антуан Гризманн, Килиан Мбаппе /Франци/; Лука Модрич – «Ылтăн мечĕке» тивĕçрĕ, Иван Перишич, Марио Манджукич /Хорвати/; Эден Азар /Бельги/, Гарри Кейн /Англи/; Андрес Иньеста /Испани/ тата Дидье Дешам /Франци/ тренер.

Вĕсем пирки кĕскен аса илес пулсан, Игорь Акинфеев хапхаçă /«Вратарь Республики»/, 17-ре ЦСКА клубĕн, 18 çул тултарсан Раççей командин тĕп голкиперĕ пулнă. 6 хут çĕршыв чемпионĕ, 7 хут Раççей кубокне, 8 хут Суперкубока выляса илнĕ. 2005 çулта УЕФА кубокне, 2008 çулта Европа чемпионачĕн пăхăр медальне тивĕçнĕ. Тĕнче чемпионатĕнче 1Ÿ8 финалта вăйлă Испани командипе вылянă вăйăра матч хыççăн тапнă вăйăра юлашки пенальтие «сĕтĕрсе» кăларчĕ. «Игорь, Игорь Акинфеев, эй-эй», – тенине Мускавăн кашни урамĕнче илтме пулчĕ çак çĕр. Манăн пуçра вара çакăн пек йĕркесем çуралчĕç: «Ликуйте и радуйтесь жизни в наше непростое время и благодарите Акинфеева».

Сергей Игнашевич /«Ум, честь и совесть футбола»/ – хÿтĕленсе вылякан. Ашшĕ – белорус, амăшĕ – чăваш /Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралнă/. Пулас мăшăрсем Мускаври çуллахи XXII Олимпиада /1980 çул/ валли спорт объекчĕсем хăпартма хутшăннă чухне паллашнă, кайран çирĕп çемье çавăрнă. Белорус каччипе чăваш хĕрĕн ывăлĕ чемпионат вăхăтĕнче 39 çул тултарчĕ, чи аслă вылякансенчен пĕри пулчĕ. Пĕрлештернĕ командăшăн 127 вăйă /рекорд/ вылянă, 15 сезон хушши çĕршыври чи лайăх 33 вылякан шутне кĕнĕ. Лайăх астăватăп, пĕр интервьюра Сергей ача чухне чăваш ялĕнче утă çулнă вăхăтра пулнине, кукамăшĕ ăна килĕнче питĕ тутлă сĕт ĕçтернине аса илнĕччĕ. Халĕ Игнашевич ЦСКА клуб тытăмĕнче тренер пулса ĕçлет.

Денис Черышев – çурма хÿтĕлевçĕ /«Российская ракетка»/. Унăн ашшĕ – Дмитрий Черышев – хăй вăхăтĕнчи паллă футболист. Чулхулари «Локомотив», Мускаври «Динамо», Испани клубĕсенче вылянă. Халĕ – «Нижний Новгород» командăн тĕп тренерĕ. Денис Пиреней çур утравĕн çĕршывĕнче ÿснĕ, тĕнчери чи нумай титуллă Мадридри шкулта хăйĕн ăсталăхне туптанă. Чупу, техника, тактика енĕпе вăл çÿллĕ шайра. Чемпионатра 4 илемлĕ мечĕк тапса кĕртсе чи лайăх бомбардирсен шутне кĕчĕ. Голсем мар, Диего Марадона ăмсанмалли шедеврсем. Малашне те хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарĕ вăл пире.

Чемпионатăн финал вăййине /Франци – Хорвати, 4:2/ Воробьев тăвĕсенчи фан-зонинче курма май килнĕччĕ. Матч вĕçĕнче витререн юхнă пек аслатиллĕ-çиçĕмлĕ çумăр çума пуçларĕ. Пĕр сехете яхăн тăсăлчĕ çак çут çанталăк пулăмĕ. Тепĕр кунхине, утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче чи юратнă «Советский спорт» хаçатăн тĕп статйи çак сăмахсемпе пуçланчĕ: «Даже небо разрыдалось в конце блестящего чемпионата мира по футболу»…

Алексей ВОЛКОВ, спорт тусĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code