Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çул-йĕр тимлĕхе юратать

Иртнĕ çул район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче 6 авари пулнă /виçĕм çул – 20/, вĕсенче 1 /2/ çын вилнĕ, 7 /28/ çын аманнă.

Юлашки кунсенче юр çине-çине çуса тăчĕ. Çил-тăман вĕçтернипе çул çийĕ лайăх курăнманран, хăвăртлăх режимне пăхăнманран автотранспорт хатĕрĕсем çул хĕррине анса ларнă тĕслĕхсем те пулчĕç.

Çавăнпа та водительсене çул çине тухсан правилăсене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр.

А.СЕРГЕЕВ.

«Снегоход» операци

Январĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 21-мĕшĕччен районта «Снегоход» операци-уйăхлăх иртет.

Пирĕн районта 6 снегоход пулни паллă. Операцин тĕп тĕллевĕ – снегоходсем мĕнле лару-тăрура пулнине, вĕсемпе усă курнă чухне çул çÿремелли йĕркесене пăхăннине, ĕç сыхлавĕн тата техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене асăрхаса тăнине тĕрĕслесси.

Çула тухнă кашни водителĕн хăйĕнпе пĕрле тракторист-машинистăн АI категорири удостоверенийĕ, машинăн паспорчĕ, ăна регистрацилени çинчен документ, суту-илÿ килĕшĕвĕ, снегохода туянни çинчен акт пулмалла. Техника хатĕрĕ çинче огнетушитель, медицина аптечки те кирлĕ.

В.МЕКШЕЕВ.

Тыл ĕçченĕ – 90 çулта

Аслă Елчĕкри Анна Казначеева çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Ăна çак ятпа ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, çывăх тăванĕсем саламланă, ырлăх-сывлăх тата телей суннă. Тыл ĕçченне унăн ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Путинран килнĕ салам открыткине вуласа панă.

Ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ кинеми ырă ята тивĕç. Мăшăрĕпе Николай Казначеевпа 6 ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Шел пулин те, мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă. Халĕ Аркадий ывăлĕпе пурăнать кинеми. Анна Никитична 11 мăнукĕпе тата 11 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Илем чуна илĕртет

Елчĕкри тĕп библиотекăра Раççей художникĕсен пĕрлĕхĕн членĕн Вениамин Медведевăн картинисен куравĕ ĕçленĕ.

Кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ художникăн ĕçĕсемпе вулакансем кăмăлласах паллашнă. Çут çанталăка сăнарлакан хăйне евĕр сюжетлă картинăсемлĕ курава /пурĕ 50 ĕç тăратнă унта/ маларах Раççейĕн тĕрлĕ хулисемпе ялĕсенче йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code